АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç сукмакне пĕрле 60 çул такăрлатаççĕ

26 июня 2013 г.

Пурнăç сукмакне пĕрле 60 çул такăрлатаççĕ

Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Меркурий Николаевичпа Мария Порфирьевна Николаевсен пĕр çемье чăмăртанăранпа 60 çул çитрĕ.

Сахал мар çакă. Нумайăшĕ çак çулсене 60 çул пĕр мăшăрпа пурăнса çитеймеççĕ. Меркурий Николаевич халĕ 88 çулта, унăн мăшăрĕ, Мария Порфирьевна, 87-ре. 60 çул юбиляр-мăшăр пĕр-пĕрне килĕштерсе, хисеплесе тата шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Сахал мар хура-шурне курма тивнĕ вĕсен. Вăрçă вăхăчĕсене, ун хыççăнхи йывăр çулсене тÿсме тивнĕ. Мĕн ватăличчин алран ĕç кайман. Ĕç стажĕсем иккĕшĕн те 40 çул ытла.

Пурнăç çулĕ Николаевсен ахаль чултан якатса илемлетнĕ, алмаз чулĕ пулса тăчĕ. Вăл çемьери çамрăк çынсене çутатса вĕрентсе тăрать, вĕсене çеç те мар. Халĕ Николаевсен çемйинче 12 мăнукпа вĕсен 8 ачи çитĕнет. Меркурий Николаевичăн кăкăрĕ çинче Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕ, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль тата ытти нумай юбилей медалĕсем ялкăшаççĕ. Мĕн пенсе тухиччен Вăрмар районĕнчи ветстанцин тĕп врачăн пулăшаканĕ пулса тăрăшнă Меркурий Николаевич. Ял халăхне яланах выльăх ÿстерес ĕçре пулăшса тăнă. Мария Порфирьевнaн та ĕç стажĕ питĕ пуян. Вăл «Урмарский» совхозра 12 çул уй-хир бригадине ертсе пынă. Çуллахи вăхăтра 100-шер ача ĕçĕсене йĕркелесе пыма тивнĕ унăн. Çăмăлах пулман çакă. Тата нумай çулсем хушши фермăра вăй хунă.

13 çул хушши Вăрмар район депутачĕ, пĕрре çеç мар «Социализмла ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» паллăна илме тивĕçлĕ пулнă. Хисеплĕ мăшăра, Меркурий Николаевичпа Мария Порфирьевнăна, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов çак уявпа ăшă саламларĕ, парне парса чысларĕ. Çак мăшăртан çамрăксен тĕслĕх илмелĕх пур «Çемье тĕрекĕ - çĕршыв тĕрекĕ». Çакна яланах шута илсе пурин те шăкăл-шăкăл калаçса пурăнасчĕ.

 

Н.ЗАПОЛЬСКАЯ, библиотека заведующийĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика