26 июня 2013 г.

Республика кунне Тăвай районĕ анлăн паллă турĕ. Районта пурăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ А.Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов тата кунта килнĕ ытти сумлă хăнасем саламларĕç.
Уява РФ, ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР академипе симфони капеллин художество руководителĕ, дирижерĕ, Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче çуралса ÿснĕ М.Яклашкин ертсе пыракан коллективĕ уçрĕ.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн саламлă сăмахĕнче юлашки çулсенче Тăвай районĕ аталану çулĕпе пынине палăртрĕ. Уйрăмах ял хуçалăх отраслĕнче кăтартусем курăмлă. Ку енĕпе «Акконд-агро» фирма ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртрĕ. Тăвай районĕн тĕп пуянлăхĕ - унăн хастар çыннисем. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ял хуçалăх, промышленноç аталанăвĕнче, медицинăра, вĕренÿре пысăк ÿсĕмсем тунă ĕçченсене республика наградисене парса чысларĕ.
Вăрмар районĕнчен килнĕ ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ. Вĕсем çĕнĕрен уçăлакан объектсемпе, Тăвай районĕнчи кашни ял тăрăхĕ хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç.
Тăвай районĕ - республикăри пĕчĕк районсенчен пĕри. Унăн пĕтĕм лаптăкĕ 52,2 пин гектар шутланать, çав шутра ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕрсем - 20,6 пин гектар. Вунă ял тăрăхĕнче 16335 çын пурăнать. Чи лайăх аталанса пыракан хуçалăхсем «Акконд-агро» АХО, «Шимкусский», «Красная Чувашия», Ленин ячĕллĕ, «Дружба», «Чутеевский» ял хуçалăх производство кооперативĕсем. Тăвайри кирпĕч завочĕ, «Буяново», «Дорстрой», «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплă обществăсем - тĕп предприятисен шутĕнче. Ку районта инфратытăм аталанăвĕ те курăмлă вырăн йышăнать. Районта çул-йĕр хуçалăхĕ лайăх аталанса пырать. Иртнĕ çул чаплă спорт керменĕ «Аль» комплекс хута кайнă.
Республика кунне Тăвайсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Уяв кунĕнче Нăрваш салинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, «Акконд-Агро» фирмăн 300 пуçлăх пăру вити, «Чăвашсетьгазăн» вырăнти газ участокĕн сервис центрĕ уçăлчĕç. Çак кун ял хуçалăх техникин «Уй кунĕ - 2013» куравĕ ĕçлерĕ. Унта пирĕн районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çĕнĕ техникипе, çав шутра П.Крылов хресчен (фермер) хуçалăхĕн «Challenger» тракторпа паллашма май килчĕ хăнасен.
Райцентрти «Аль» стадионта республика тулашĕнчен килнĕ тата вырăнти артистсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ куравпа паллашма та тÿр килчĕ. Кашни ял тăрăхĕ хăйсен ал ĕç ăстисен куравне хатĕрленĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра мĕнлерех пир тĕртнине, кĕнчелепе çăм арланине, çăпата хуçнине, йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталанине пурне те курса çÿреме май килчĕ. Кашни ял тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕ çак кун хăйĕн юрри-ташшипе куракансене тыткăнларĕ. Çамрăк ăру валли йĕркеленĕ театрализациленĕ курав та шăпăрлансене чылайччен савăнтарчĕ. Суту-илÿ ярмăркки чылайччен ĕçлерĕ, пирĕн Вăрмар райповĕн сутуçисем те уява килнисене техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. «Тăвай ен», «Çăлкуç» ансамблĕсем, Тăвайĕнчи, Ураскассинчи, Енĕш Нăрвашри халăх театрĕсем тата ытти пултарулăх коллективĕсем куракансене хăйсен юрри-ташшипе чылайччен савăнтарчĕç.
«Ырă ĕç тусан - чунтан савăнмалла», - тенĕ чăвашсем. Тăвай районĕ ял хуçалăх районĕ пулнă май, çурхи ĕççи вăхăтĕнче курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Тăвайсем маттур пулнине çавăн пекех çÿлерех асăннă объектсем хута кайни те калаççĕ. Вĕсен тĕслĕхне ытти районсен те чылай илмелĕх пур. Республика кунĕ ирттерни пур тăрăхшăн та пĕлтерĕшлĕ.
З.ПАВЛОВА.
Источник: "Урмарская районная газета"