АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ Республика кунне уявларĕ

26 июня 2013 г.

Çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ Республика кунне уявларĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш Енре июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне уявлаççĕ. Тымарĕ хальлĕхе тарăнах кайман, анчах турачĕсем сарăлса, тымарĕсем çирĕпленсе пыраççĕ. Çакна ăна уявлама Раççей, çĕршыв тулашĕнчен килекен официаллă çынсем, культура коллективĕсем те çирĕплетеççĕ.

Уяв мероприятийĕсен программи те анлă пулнă. «Паллă пулăма виçĕ кун маларах хатĕрленеççĕ», - тенĕ ĕлĕкрен чăвашсем. Çавна шута илсех пулĕ ĕнтĕ мероприятисем Шупашкар хулинче июнĕн 20-мĕшĕнчех пуçланнă. Çак кун «Регионсем - пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсем хушшинчи XX выставка», «Пысăк хăвăртлăхсен гидродинамики тата карап тăвас ĕç - ПХП-2013» Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унсăр пуçне ытти куравсем, спорт вăййисем пулнă.

Июнĕн 23-мĕшĕнчех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXI фестивальне уçнă çĕре хутшăннă. Савăнăçлă уява çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ А.Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, Чăваш Енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов тата официаллă ытти çын хутшăннă.

М.Игнатьев професси коллективĕсен пултарулăх проекчĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене (кашниех 2856 пин тенкĕпе танлашать) илме свидетельствăсем панă. Вĕсен хушшинче çак организацисене: Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин «Чăваш патшалăх академи юрă-ташă ансамблĕ» бюджет учрежденине «Юхать юхан шыв» вокалпа хореографи композицийĕ» проекта пурнăçа кĕртме уйăрнă, çавăн пекех çак грантсене ытти культура учрежденийĕсем те тивĕçнĕ.

Фестиваль программи те питĕ пуян пулнă. Кăçал унта Раççей Федерацийĕнчи 27 регионти 29 коллектив тата Беларуçри 1 коллектив, пĕтĕмпе 700 ытла çын, çавăн пекех уяв мероприятийĕсене Чăваш Республикинчи 200 ытла коллектив (4 пине яхăн çын) хутшăннă.

Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусство енĕпе йĕркеленĕ «Руç ăстисем» конкурс Шупашкарта 11-мĕш хут иртнĕ. Вăл Чăваш наци музейĕн картишĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Тĕрĕçĕсем, пир тĕртекенсем, тăм теттепе пусма пукане тăвакансем, йывăç касса эрешлекенсем, тĕрлĕ капăрчăк хатĕрлекенсем хутшăннă унта.

Июнĕн 24-мĕшĕнче фестиваль мероприятийĕсем Шупашкар хулинчи 6 концерт лапамĕнче иртнĕ. Фестивале килнĕ хăнасем çак кун Тăвай районĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Июнĕн 24-мĕшĕнче 10 сехетре Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ уçăлнă. Вăл тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче малалла залив хĕрринчи Юрăçсен лапамĕнче тăсăлнă. Кăнтăрла иртсен кунта Раççейри, ют çĕршыври тата хамăр республикăри пултарулăх ушкăнĕсен уяв концертне, чăвашсен «Кĕрешÿ» ăмăртăвне, юланутçăсен маттурлăхне курса киленме май пулнă. Акатуй 19 сехетре хупăннă, ун хыççăнах чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ пуçланнă. Уяв каçхине 23 сехетре фейерверкпа вĕçленнĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче республика кунне Тăвайсем тата кунта килнĕ хăнасем паллă тунă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика