22 июня 2013 г.
Аслă Аттелĕх вăрçи иртсе кайнăранпа 68 çул иртрĕ ĕнтĕ. Пирĕншĕн çак вăрçă 1941 çулхи июнĕн 22-мĕш кунĕнче ирхине нимĕçсен фашистла çарĕсем вăрçă тухасса пĕлтермесĕр СССР чикки урлă каçса кĕнинчен пуçланнă. Вăрçă вуншар миллион çыннăн пурнăçне татнă. Вăрмар районĕнчен 6890 çын, çав шутра Мăнçырма ялĕнчен те çĕршер çын вăрçа хутшăннă. Чылайăшĕ унтан таврăнайман.
Сăмахăм манăн Мăнçырмари Михаил Степанович Степанов пирки пырĕ. Мишша 1921 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Çара кайиччен колхозра бухгалтер-учетчик пулса ĕçленĕ. Фронта Вăрмарти Çар ĕç комиссариатĕнчен илсе каяççĕ. Унпа пĕрле Кавал ялĕнче пурăннă Илья Ефремович Долгов (1921 çулта çуралнă) шăпах 390 стрелоксен полкне лекнĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнче, Днепр юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă, Ярцево хула çывăхĕнчи Яковлево поселок патĕнче нимĕçсемпе хаяр çапăçăва кĕнĕ. Çапăçура И.Долгов вилнĕ. Кун пирки М.Степанов, манăн кукка, Кавала И.Долгов амăшĕ патне çыру çырса пĕлтернĕ. Тепĕр темиçе уйăхранах М.Степанов хăй те хыпарсăр çухалнă. Мĕн виличченех кукамай хăйĕн ывăлĕн шăпине пĕлесшĕн пулчĕ, кĕтсе илеймесĕрех вилчĕ.
Вăрмар Акатуйĕнче кăçал манăн Ильян шăллĕпе, Василий Долговпа, курса калаçма тÿр килчĕ. Эпĕ хам чылайранпа паллакан В.Евгеньевпа турнирта шашкăлла вылярăмăр. Вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленсен эпĕ Владимиртан ыйтрăм: «Эсĕ Кавалсем, хăвăр ялта Долговсене пĕлетĕн-и; Манăн аннен шăллĕ М.Степанов вăрçăра сирĕн ялсемпе Илья Долговпа пĕрле çапăçнă, унăн шăпи пирки пĕлесшĕн», - терĕм. «Акă вăл, сана кирлĕ çын кунтах тăрать, Ильян шăллĕ. Шупашкарта прокурор пулса ĕçленĕ», - терĕ. Вăл юлташĕсемпе калаçса тăратчĕ. Эпĕ Володя кăтартнă çын патне пытăм та: «Эсир Долгов пулмастăр-и;», - терĕм. Шăпах çавă Василий Ефремович Долгов пулчĕ. «Эпĕ Мăнçырмасем, каçарăр та, манăн ыйтса пĕлмелли пур», - терĕм. - Манăн кукка, аннен шăллĕ, вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Манăн кукамай патне Кавалсем 1950 çулта килсе кайрĕç», - тетчĕ вăл, Мишша вилнĕ тесе хăварнă. Мишша унпа пĕрле çапăçăва кĕнĕ ĕнтĕ. «Сирĕн кукамай патне пырса каякансем аннепе эпĕ пулнă. Сирĕн кукамай тĕрĕс мартарах ăнланнă пире. Эпир Илья шăпине тĕплĕнрех пĕлесчĕ тесе пынăччĕ. Мишша вăрçăран таврăннă-и, - тесе ыйтрăмăр. - Таврăнмарĕ Мишша», - терĕ вăл.
Пирĕн ялта вăрçа хутшăннисене халалласа палăк лартнă, ун çинче вăрçăран таврăнайманнисен списокĕ пур. Çав списокра - «М.Степанов» хушамата çырса хунă. Яковлево поселокĕ патĕнчен декабрь уйăхĕччен шăпа таçта илсе çитернĕ ĕнтĕ ăна. Ку таранччен М.Степановпа пĕрле çара кайнисем юлман пулĕ ĕнтĕ, ыйтса пĕлме те никамранах та çук. Çапах та асăну хăми çинчи ячĕ чылайччен упранĕ-ха. Юлашкинчен паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ тесе калас килет.
Н.ИВАНОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"