22 июня 2013 г.

Районсенчи тата республикăри шкулсем хушшинче «Салют, Çĕнтерÿ!» гражданла патриотизмла акци иртрĕ. Çак акцире Вăрмар районĕнчи Н.А.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкеш шкул коллективĕ те активлă хутшăнчĕ.
Акцин символĕ пилĕк кĕтеслĕ хĕрлĕ çăлтăр пулчĕ. Çавăнпа та конкурссене пилĕк пайăркана уйăрнă: «Родионов» пайăрка - волонтерсен ĕçĕсене кăтартса парасси; «Тимур и его команда» пайăрка - тимуровецсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парасси; «Кабалин» пайăрка - класс сехечĕ е хăюлăх урокĕн сценарине хатĕрлесе ăна ачасемпе класра ирттересси; «Ильбеков» пайăрка - Сталинградшăн пынă çапăçăва халалласа çар хучĕ кăларасси; «Воробьев» пайăрка - фронт юррисене юрласа тата сцена çинче сăнарласа кăтартасси.
Унсăр пуçне шкулта пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр евĕр «Дневник акции «Салют, Победы!» ятлă стенд туса çакмалла пулчĕ. Ун çинче вара фронтра хастар çапăçнă çÿлерех асăннă паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене, вĕсен кĕске биографийĕсене тата вĕсемпе çыхăнтарса шкулта мĕнле ĕçсем туса ирттернине сăнласа памалла пулчĕ.
Районта вара пирĕн ĕçе пысăк хак пачĕç. Тимуровецсен хушшинче шкулти 6 класс ачисем (класс ертÿçи Н.Александрова) 2-мĕш, волонтерсем - 5 класс ачисем (класс ертÿçи Е.Максимова) тата 7 класс ачисем (класс ертÿçи С.Романова) 1-мĕш вырăна тухрĕç. Хăюлăх урокне хатĕрлесе ирттерессипе 9 класс ертÿçи И.Вишневскаяна çитекен пулмарĕ. Вăл 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çар хучĕ кăларас ĕçре 8 класс ачисем (класс ертÿçи Е.Паденькова) маттур пулчĕç. Çапла вара Н.Обручкова çамрăк ÿнерçĕ 1-мĕш вырăна тухрĕ.
Пирĕн туслă команда районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ĕçсемпе материалсене татах та пуянлатса, «Тăван ен» пĕрлешÿ членĕсем республикăра иртекен акцине хутшăнма кăмăл турĕç, 1-мĕш вырăна тухса, пирĕн хастар краеведсем Республикăн «Салют, Çĕнтерÿ!» гражданпа патриотизмла акцин Кубокне çĕнсе илчĕç.
С.РОМАНОВА, вĕрентекен.
Источник: "Урмарская районная газета"