22 июня 2013 г.

Шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе иртекен бал - кашни çыннăн чĕринче яланлăхах асра юлакан уяв. Ку вăл ачалăхпа сывпуллашса аслă çул çине тухакансен уявĕ.
Июнĕн 20-мĕшĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче шкул пĕтерекенсен ячĕпе уявсем иртрĕç. Кăçал вăтам пĕлÿ илни çинчен çирĕплетекен документа - аттестата - районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă 146 ача алла илчĕ.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкултан вĕренсе тухакансем поселокри асăну палăкĕсем умне чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Шкултан вĕренсе тухакансене пурне те ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"