АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмарсем - регионсем хушшинчи XX куравра

22 июня 2013 г.

Вăрмарсем - регионсем хушшинчи XX куравра

Республика кунне хатĕрленсе «ЭКСПО–Контур» суту-илÿпе курав центрĕнче «Регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» ятпа регионсем хушшинчи XX курав иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи предприятисемпе организацисем, чикĕ леш енчи компанисем хутшăннă. Çавăн пекех хăйсен экспозицисене куравра республикăри хула, районсен муниципаллă пĕрлĕхĕсем тăратнă. Курава савăнăçлă лару-тăрура ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçнă, унта хутшăнакансене, килнĕ хăнасене саламланă.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн саламлă сăмахĕнче кун пек анлă мероприятисем йĕркелени вак тата вăтам предпринимательĕх субъекчĕсемпе пысăк предприятисен ÿсĕмĕсене палăртма, вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче ĕçлĕ килĕшÿсем тума, алла-аллăн тытăнса ĕçлеме пултарни, ку енĕпе Чăваш Ен Правительстви пур енлĕн пулăшма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Пирĕн районтан çак курава сумлă делегаци хутшăннă. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынă. Хула округĕсен тата муниципаллă пĕрлĕхсен экспозицисене курса çÿренĕ май ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районĕн экспозицийĕсемпе те тĕплĕнрех паллашнă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Вăрмар тăрăхĕпе йĕркеленĕ экспозиципе паллаштарнă май, районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ, малашлăхра районта пурнăçа кĕртмелли инвестици проекчĕсем, предприятисен аталанăвĕ, Тăван тавралăха упрамалли çулталăк шайĕнче пурнăçламалли мероприятисен планĕ çинчен каласа панă. Ку енĕпе ятарласа уйрăм стенд йĕркеленĕ. Район аталанăвĕ çинчен ятарласа медиапрезентаци йĕркеленĕ. Куравра «Светлана», «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС», «АЛТЭЦЦА», «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăсен продукцийĕсене кăтартнă.

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика