22 июня 2013 г.

РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн представителĕ М.Бабич регионсенчи патшалăх тытăмĕн кивçенĕсене яланах тĕрĕслесе тăни çинчен пĕлтернĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри - патшалăх умĕнчи кивçенсене вăхăтра татасси тенĕ. Çавăн пекех вăл халĕ федераци шайĕнче çак ыйтăва татса парас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл патшалăх умĕнчи парăм ÿссе пынине йĕркелес енĕпе килĕшÿллĕ мерăсем ирттерес пирки пĕлтернĕ. РФ Президенчĕн Указĕсене пурнăçласа «пысăк кăтарту» кăтартас текенсем пур, анчах суя результатсем кăтартмалла мар. Çакна палăртмалла, 2008-2009 çулсенче, уйрăмах 2008 çулта Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи кивçенĕ 5 миллиард та 315 миллион тенкĕ таран ÿснĕ, 2011 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 10 миллиард тенкĕ таран çитнĕ. Çак кивçенсене саплаштарас тесе республикăн ĕçлесе илекен кашни пĕр тенкĕрен 80 пус тÿлемелле пулнă. Çакна шута илсе ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2010 çултан пуçласа парăма пĕтерме пуçланă. 2013 çулхи июнĕн пĕрремĕшĕ тĕлне вăл пĕлтерĕшлĕ чакса пынă, халĕ вăл 6,67 миллиардпа танлашать, апла пулсан республика кивçене вăхăтра татĕ. Танлаштарма: Тутарстанăн федераци бюджечĕн умĕнчи парăм 85,3 миллиард тенкĕ яхăн.
РЕГНУМ ИА.
Источник: "Урмарская районная газета"