15 декабря 2012 г.

«Сирĕн, Вăрмарсен, савăнмалли те, мухтанмалли те пурах çав. Район историйĕпе çулсеренех кĕнекесем кăларса тăратăр. Кăçал та, ав, А.Хованский паллă спортсменсем пирки тепĕр кĕнеке пичетленĕ терĕç». (Чăваш халăх историйĕпе культурине вĕрентекенсен Республикăри семинарĕнче каланинчен).
«Вăрмар районĕнчен тухнă спортсменсем Олимп вăййисенче, Пĕтĕм тĕнчери, Союзри, Раççейри спорт ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем туса хăйсен пĕчĕк çĕршывне тĕнчипех чапа кăларчĕç. В.Соколов, Н.Пуклаков, С.Захарова, Т.Архипова (Петрова), В.Андреева, В.Гаврилов, И.Иванов тата ытти нумай ентешĕн спортри пысăк çитĕнĕвĕсем ÿсекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ» - Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн çакăн пек ăш-пиллĕ сăмахĕсемпе пуçланать «Олимп çулĕ такăр мар» ятлă кĕнеке. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Хованский 479 страницăллă справочникĕнче Вăрмар тăрăхĕнчи спорт аталанăвне иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенчен йĕрлеме пуçлать те паянхи кун сăн-сăпачĕпе вĕçлет. Авторĕ пирĕн вулакансемшĕн паллă çын. Вăл хăйĕн пĕтĕм ăнлануллă пурнăçне журналистикăна халалланă. Пултарулăхне шăнăрласа тăракан тема яланах спорт пулнă. Пĕрремĕш кĕнеки «Спорт - пирĕн тус» ятпа 1975 çулта пичетленнĕ. Унтанпа çак темăна малалла аталантарса тепĕр виçĕ кĕнеке кăларчĕ. Пуринпе те библиотекăсенче, шкулсенче ачасем, учительсем, спорта юратакансем, студентсем тăтăшах усă кураççĕ. Кăçал вулакан патне çитнĕ «Олимп çулĕ такăр мар» кĕнеки 1970-2012 çулсенче тĕпченĕ, шыранă, пухнă, çырнă материала пĕтĕмлетни пулчĕ тесен пĕртте йăнăш мар. 175 спортсмен пирки хыпарсемпе сăн ÿкерчĕксем пухса, текстсем çырса питĕ пысăк ĕç пурнăçларĕ Анатолий Ильич. Çак ĕç капашĕнче - çĕр-çĕр çынпа калаçни, çырусем çÿретни, телефонпа пуплени, библиотекăсемпе архивсенче ларни... Шупашкара кăна миçе хутламарĕ пуль. Юрать-ха, канăçсăр журналистăн пархатарлă ĕçне шута хуракансем нумайăн пулчĕç, кĕнекене пичетлесе кăларма пулăшрĕç.
Вăрмар тăрăхĕ чаплă спортсменсемпе пуян. Акă, кĕнекене вулатпăр та спортăн тĕрлĕ енĕпе СССР тата Раççей спорт мастерĕн нормативĕсене тултарнисем 100 çын ытлине пĕлетпĕр. Олимп вăййисене ултă ентешĕмĕр хутшăннă, вĕсенчен виççĕшĕ - виçĕ хутчен. Пинерте çуралса ÿснĕ Валериан Соколов боксер ХIХ Олимп вăййисенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Мĕнле-ха мăнаçланмăн, ара вăл ылтăн медале тивĕçнĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ вĕт! Кăçал Лондонра иртнĕ ХХХ Олимп вăййисенче Карăкçырма хĕрĕ Татьяна Петрова бронза медале тивĕçнипе, Раççей Президенчĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен сумлă парнесем илнипе савăнатпăр. Хусанта тухса тăракан чăвашсен «Сувар» хаçачĕ Татьяна Валерьевнана малашне тутарсен тĕп хулин урамĕсене курасса шанса (мăшăрĕ Хусанта ĕçлесе пурăнать) самаях пысăк статья пичетлесе кăларчĕ. Эпир хамăрăн ентешĕмĕре «çухатмастпăрах» пулĕ тетпĕр. Татьяна тăван тăрăха чунтанах юратнине пĕрмаях калать.
Кĕнеке тăватă пайран тăрать. Пĕрремĕшĕнче (чăн та, авторĕ ăна уйрăм пай тесе палăртмасть) районта физкультурăпа спорт еплерех аталанса пынине çутатнă. Халăха массăллăн спортпа явăçтарасси республикăра районсем йĕркеленсен пуçланса кайнă. Унччен мĕнле пулнă-ши; Ăмăртни, мала тухассишĕн ăнтăлни, акатуйсенче кĕрешсе паттăра тухас тени маларах та, калăпăр, ХIХ ĕмĕрте те пулнă ĕнтĕ. Вăйлă пулас килни, çĕнтерес килни чунра, юнра тетпĕр вĕт. Çапах та пысăк йышлă ăмăртусене 1930 çулсенче çеç йĕркелеме пуçланă. Пирĕн районтан республикăри ăмăртусене хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илекенĕ Ефим Никитин пулнă. Ăна эпир Кĕлпук мучи ятпа лайăх пĕлетпĕр. Пулас артист 1934 çулта Чăваш Республикин чемпионатĕнче тăршшĕне сикессипе пĕрремĕш, 100 тата 200 метрлă дистанцисене чупассипе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. А.Хованский хăй те РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистне лайăх пĕлнĕ, кĕнеке пуçламăшĕнчех хисеплĕ çын пирки ăшă сăмахсемпе çырса кăтартать.
Кĕнекене вуланăçемĕн куç умне районта физкультурăпа спорт кун-çулĕ тухса пырать, тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксем документлăх пахалăхне ÿстереççĕ. Автор ача-пăчана, çамрăксене спортпа çывăхлатас ĕçре канлĕхе пĕлмесĕр тăрăшакансене - физкультура учителĕсене - ырă сăмахсем калать. Тĕрĕсех ĕнтĕ, вĕсем пулас спортсменсене - чемпионсене - чи малтан асăрхакансем, пултарулăха малалла аталантаракансем. «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» пирки те ăшшăн çырнă. Вĕсем тăрăшнипе районта çулсеренех тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Светлана Захарова хăй ячĕпе ирттерекен ăмăртусене хăй те хутшăнма тăрăшать. Çĕнтерÿçĕсемшĕн паллă спортсменран медаль е парне илесси тем пекех хаклă та чыслă. Хисеплĕ ята тивĕçнисем тенĕрен вĕсем нумайăн. СССР, РСФСР, Раççей шайĕнчи хисепе илнисем вăтăрăн. Тĕнче, Европа, СССР, РСФСР, Раççей чемпионĕсемпе призерĕсен йышĕ пысăк. Вĕсем пирки «Олимп вăййисене хутшăннă», «Олимпиецсенчен кая мар», «Пулас олимпиецсем тата вĕсен тренерĕсем» пайсенче лайăх çырса кăтартнă.
Вăрмар тăрăхĕнче спортсменсен династийĕсем те пур. Кĕнеке авторĕ пĕртăван Таратинсем (Кавал), пĕртăван Ивановсем (Энĕшпуç), пĕртăван Тимофеевсем (Чупай - Шупашкар), пĕртăван Архиповсем (Пысăк Енккасси) пирки илемлĕ очерксем хайланă. Аслисен тĕслĕхĕ çамрăксене хавхалантарть. Ашшĕсем ачисене ырă тĕслĕх кăтартса спорта явăçтараççĕ, ăмăртусене хутшăнма хатĕрлеççĕ. Акă çавăн пек спортсмен-тренерсенчен пĕри - Юрий Григорьев (Шăхаль). Унăн хĕрĕ Людмила Григорьева карате енĕпе Тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. СССР спорт мастерĕ Г.Николаев ывăлне Игоре бокс енĕпе ăмăртма вĕрентсе ÿстернĕ. Çамрăк спортсмен тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тăвать. Эппин шанчăк пур: Вăрмар тăрăхĕнче пулас олимпиецсем çитĕнеççĕ.
Паллă спортсменсенчен чылайăшĕ профессиллĕ спортра мар, урăх енĕпе тăрăшать. Спорт вĕсемшĕн чун канăçĕ, вăй-халпа сывлăха çирĕплетмелли мелпе май. Виталий Сергеев полковник тĕслĕхнех илер. Вăл Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Пушар хуралĕн службинче тăрать, хальхи вăхăтра Ханты-Мансийск автономи округĕн Нижневартовскри чрезвычайлă лару-тăрăвăн Тĕп управленийĕн пушар службин пуçлăхĕнче тăрăшать. Мĕн ачаранах йĕлтĕрпе ярăнма юратнă, ăмăртусене хутшăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенчех СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă вăл. Спорта юратни служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне еплерех пулăшу кÿни пирки калама та кирлĕ мар, уйрăмах пушар хуралĕн ĕçченне. Ăмăртусенче тивĕçнĕ тĕрлĕ медальсемпе юнашар «Паттăрлăхшăн» орден, «Пушарта паттăрлăх кăтартнăшăн» медаль тата ытти наградăсем пурри çавна çирĕплетет те. Паллах, авторăн В.Сергеев полковник пирки материал пухма çăмăлах пулман. Çынни аякра, тăван ене килсе çÿреме çăмăлах мар, пушă вăхăчĕ те çук-тăр. А.Хованскин вырăнти тавра пĕлÿçĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тивнĕ, çапла майпа очерклăх кирлĕ материал та, сăн ÿкерчĕк те тупнă. Аякри пурăнакан ентеш-спортсменсем çинчен ытларах чухне çавăн пек мелпе тĕрленчĕксем хайланă. Паллах, темиçе теçетке çул пухнă материала та ĕçе кĕртнĕ.
«Олимп çулĕ такăр мар» кĕнекен жанрне автор спорт энциклопедийĕн справочникĕ тесе палăртнă. Текстсене пайсен темисене кура шайлашуллă вырнаçтарнă: мĕн кирлине тупса вулама меллĕ те, çăмăл та. Спортăн тĕсĕсем нумай. Вĕсене кашнине уйрăммăн ункăласа çырса кăтартнă. «Олимпиецсенчен кая мар» пайра ак, тĕслĕхрен, велосипедистсем, çăмăл атлетсем, йĕлтĕрçĕсем, самбистсем, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, каратистсем, классикăлла кĕрешÿçĕсем тата ыттисем çинчен вуласа пĕлме пулать.
Ку кĕнеке ытларах çамрăксене кирлĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, велосипедпа чупассипе СССР спорт мастерĕ Н.Павлов тĕрĕсех палăртать: «Спорт - сывлăх çăл куçĕ. Вăл кашни çынна сывă çитĕнме, хăюллă пулма, харпăр хăйне лайăх тытма, палăртнă ĕçе вĕçне çитерме, пурнăçри пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе пыма пулăшать, пысăк культурăллă пулма, ĕçе юратма вĕрентет». Спортпа физкультурăн пур ырă енĕсене кăтартать А.Хованскин «Олимп çулĕ такăр мар» кĕнеки. Илемлĕ хуплашкаллă, пуян содержаниллĕ, вулакана кăчăк туртса илĕртет тейĕн.