АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пухнă пĕлÿ малашлăхра кирлĕ пулĕ

19 июня 2013 г.

Пухнă пĕлÿ малашлăхра кирлĕ пулĕ

Чăваш Енри тата çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи, Азербайджанри, Молдовăри, Беларуçри 1500 яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Атăл леш енчи «Буревестник» кану базине пуçтарăннă. «Çамрăксен хули - 2013» вĕренÿ форумне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев çитсе курнă. Çакăнта килнисене хăйсен вырăнне тупма, пуласлăхра çитĕнÿсем тума суннă вăл. Раççей, республика экономикипе ытти сфера аталанăвĕ çамрăксенчен килнине аса илтернĕ.

Форум программине çамрăксен ăслăлăх-техника пултарулăхĕн «НТТМ - 2013» фестивальне кĕртнĕ. Тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакансем ăнăçлă проектсене илсе пынă унта. Ăсталăхпа тата шухăш хăвачĕпе пурне те тыткăнланă вĕсем. Çĕнĕ технологипе ял çыннисен пурнăçне те çăмăллатасшăн пуласлăх хуçисем.

Хастар ачасем яланах малтисен ретĕнче. Вĕсемех лайăх вĕренекенсен йышĕнче те, олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, спортра та хăйсене кăтартма пултараççĕ. Сăмахăм Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти 10 б класс ачисем çинчен пырать. Класри чи харсăррисем иртнĕ кунсенче те çак форума хутшăннă. Вĕсен шутĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ Т.Ларионова, тĕрлĕрен олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнакан П.Иванов, А.Кудрявцев, М.Иванова, Н.Афиногенов, «Вăрмар пики-2013» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулнă В.Степанова, вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те малта пыракан маттур хĕрсем К.Ларионовăпа Н.Константинова тата 8 б класри чи харсăр хĕр ача Д.Пугачева. Ачасен ушкăнне шкул директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И.Галкина ертсе пынă. Çамрăксем 5 лапамран - «Патшалăхăн муниципалитет управленийĕ», «Бизнеспа экономика», «Лидерсем», «Журналистика P.R», «Волонтерсем» пĕлĕвне тарăнлатма пултарчĕç. Ăсталăх класĕсемпе тренингсене хутшăнма май пулчĕ вĕсен. Кăнтăрла вĕсем вĕреннĕ, каçхине ташă каçĕсенче савăннă. Культура тата спорт мероприятийĕсене хутшăнни çинчен те хавхаланса каласа параççĕ ачасем. Çакăнта илнĕ пĕлÿ пуласлăхра кирлĕ пуласси никама та иккĕлентермест.

 

Е.ЛАРИОНОВА, Вăрмарти вăтам шкул.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика