19 июня 2013 г.

Вăрмарти «Березка» ача садĕнче «Çулла! Эпир сана хавас» ятпа уяв иртрĕ. Çуллахи вăхăт пуриншĕн те пысăк савăнăç, пуринчен ытла вара ачасемшĕн. Ача садĕнче тăрăшакансем çулла çитнĕ ятпа кунта çÿрекен шăпăрлансене савăнтарас тесе уяв йĕркелесе ирттерчĕç.
Уявра воспитательсем кашниех ятарлă тум тăхăнса тĕрлĕ сăнарсене калăпларĕç. Н.Федотова - «Кÿк тĕрри», («Веснушка»), И.Михайлова - «Салтак тÿми» («Ромашка»), Е.Лукина - «Çулла», С.Егорова - «Хĕвел», С.Веселовская - «Упа», З.Левина - «Айболит», С.Левина - «Çил», Т.Тимофеева «Çумăрчăк» пулса тăчĕç. Ачасем вара лĕпĕшсем, шапасем, кайăксем, пыл хурчĕсем, хĕвел шевлисем пулчĕç. Воспитательсем ачасемпе тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйсем ирттерчĕç: «Упа тата пыл хурчĕсем», «Çарăк туртса кăларасси», «Чупса пырса маларах шăнкăравпа шăнкăртаттарасси», тытмалла вылясси тата ыттисем те.
Ача садне çÿрекен пур ушкăнри ачасем те мероприятие, вăйăсене активлă хутшăнчĕç. Т.Гаврилова музыкант ачасене тĕрлĕ хаваслă юрăсем юрлаттарчĕ. Хаваслă юрă кĕввипе пурте пĕрле сикрĕç, ташларĕç, пур кăмăлтан савăнчĕç. Уйрăмах ачасене упана пыл хурчĕ сăхса илсен упа чирлени, ăна Айболит тухтăр укол туса сыватнине курма интереслĕ пулчĕ. Воспитательсемпе вĕсен пулăшуçисем хăйсен ролĕсене пысăк ăсталăхпа вылярĕç.
Юлашкинчен ачасене уяв ячĕпе пылак çимĕçсем парса савăнтарчĕç. Çимĕçĕ - çимĕçĕпе, уявĕ вара нумайлăха асра юлать. Унран пахи мĕн пултăр.
И.МИХАЙЛОВА, воспитатель.
Источник: "Урмарская районная газета"