АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Историе çынсем тăваççĕ»

19 июня 2013 г.

«Историе çынсем тăваççĕ»

Çакăн пек сăмахсенчен пуçланать Валерий Алексеевич Алексеев Вăрмар тăрăхĕн паллă çыннисем çинчен çырнă кĕнеке. Халĕ вара авторăн биографийĕпе паллашнă май çак йĕркесем тÿрремĕнех хăйне пырса тивеççĕ-çке тесе шутлатăн. Валерий Алексеевича пĕлекенсем вара çакăнпа килĕшессине çĕр проценчĕпех ĕненетĕп.

Малтанхи йĕркесенченех вулакансем вăл тĕрлĕ çулсенче йышăннă должноçĕсене асăнмарăм пулин те, ăнкарса илчĕç пулĕ - сăмах нумай çул хушши комсомолпа партин Вăрмарти райкомĕсене ертсе пынă, каярах ытти яваплă вырăнсенче ĕçленĕ, ятлă-сумлă, районăн хисеплĕ гражданинĕ пирки пырать. Йĕркипе каяр-ха. Валерий Алексеевич 1943 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче Чĕкету ялĕнче çуралнă. Вăл амăшĕн варĕнче пулнă чухнех ашшĕ фронта тухса кайнă, хăйĕн тĕпренчĕкне - пĕртен пĕр ывăлне, ун умĕн çемьере виçĕ хĕр пулнă - курайман та: Сталинград патĕнче пынă хаяр çапăçусем вăхăтĕнче пуçне хунă. Вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă пурнăç çамрăк ачан малаллахи ăнтăлăвне çапса хуçман. Вĕренме тăрăшнă вăл, Чĕкетури пуçламăш, Пинерти çичĕ класлă шкул пĕтернĕ хыççăн, Вăрмарти вăтам шкула вĕренме килет. Çакă мĕнле пулса иртнине çапла аса илет. Аппăшĕ Вăрмар поселокĕнче чукун çул çинче ĕçленĕ май кунти пĕр баракри пĕчĕк пÿлĕмре пурăннă, вăл тăрăшнипех вăрçăра пуçне хунă паттăрăн ачине ун чухнехи шкул директорĕ Г.Егоров Вăрмар шкулне илет. Вăхăт хăвăрт шăвать, 1960 çулта вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илсен çамрăк Валерий пĕр çул колхозра ĕçлет. Ун хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн ăна Совет çарне илеççĕ. Виçĕ çул хушши вăл салтак тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа Венгрире - çарсен кăнтăрти ушкăнĕнче - пурнăçлать, сержант званийĕ илет, взвод командирĕн заместителĕ таран ÿсет. Хĕсметрен таврăнсан Канашрах вĕренет, хăйĕн чунне çывăх профессие алла илет, çакăнтах хăйĕн «иккĕмĕш пайне» - Зинаида Алексеевнăна тупать. Çемье çавăраççĕ. Распределени тăрăх тĕрлĕ çĕре ярасшăн пулаççĕ вĕсене, анчах çемьен «общество ячейки» пулнине шута илсе пĕр çĕре - Валерий Алексеевичăн тăван тăрăхне - хамăр района яраççĕ. Мăшăрĕ ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлеме пуçлать, Валерий Алексеева вара ВЛКСМ райкомĕн организаци пайне ертсе пыма шанаççĕ. Ăнтăлакан çын малаллах ăнтăлать - 1971 çулта ăна ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйлаççĕ. Пĕлĕве малалла туптас тесе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне, партин Горькири аслă шкулне «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе пĕтерет. Çакăн хыççăн районти халăх контроль комитечĕн председателĕ, КПСС райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулса ĕçлет. 1976 çулта ăна партин Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйлаççĕ. Çак нумай енлĕ те яваплă ĕçе вăл тÿрĕ кăмăлпа 1987 çулччен пурнăçлать. Тепĕр майлă каласан пирĕн Вăрмар районне 10 çул ытла ертсе пырать. Экономикăпа социаллă сферăна малалла аталантарассишĕн, халăхăн пурнăç шайне çÿлерех те çÿлерех çĕклеме нумай вăй хурать. Колхозсемпе совхозсенче тыр-пул, çĕр улми, хăмла тата ытти ял хуçалăх культурисене туса илесси ÿссех, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче те пĕтĕмĕшле илсен ĕçсем кал-кал пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсем пуçламăшĕнче район центрĕнче 400 çын ĕçлекен çĕвĕ фабрики, механика завочĕ уçăлаççĕ. Çĕнĕ организацисем - «Сельхозхими» пĕрлешĕвне, çул тăвакан ДорПМК-4, мелиораци енĕпе ĕçлекен предприяти йĕркелеççĕ. Вăл вăхăтрах Вăрмар поселокĕнче Спорт çурчĕ, икĕ хутлă çĕнĕ универмаг, автовокзал, ачасен музыка шкулне, пурăнмалли нумай хваттерлĕ вуншар çурт тăваççĕ. Районти шкулсен, ача-пăча сачĕсен, культура учрежденисен çĕнĕ çурчĕсем хăпараççĕ. Арапуçĕнчи больницăн çĕнĕ корпусне те ун чухнех тунă. Халăха вĕрентес, медицина, культурăпа спорт та хăвăрт аталанса пынă. Шăпах çав çулсенче пĕтĕм халăхшăн питех те пысăк та кирлĕ ĕç - районти ялсене çут çанталăк газĕ кĕртесси пуçланать. Ертсе пыракан кадрсем, специалистсем хатĕрлессипе нумай ĕçленĕ. Пур ответлă вырăнта та профессиллĕ, тарăн пĕлÿ илнĕ, ĕçшĕн - халăхшăн тăрăшакан çынсем ĕçленĕ...

1987 çултанпа Валерий Алексеевич Шупашкара çемйипе пурăнма куçать, яваплă вырăнсенче вăй хурать. Юлашки 12 çулта, 68 çула çитичченех, вăл Чăваш Патшалăх Канашĕн секретариачĕн ертÿçи, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн советникĕ пулса ĕçлет. Пур çĕрте те тухăçлă ĕçленĕшĕн ăна темиçе медальпе, Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, Чăваш Республикин Хисеп грамотисемпе наградăланă. Ăна Чăваш АССРĕн IX, X, XI созывĕн депутачĕ пулма суйланă. Вăл ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн членĕ пулнă, çавăн пекех Чăваш Республикин патшалăх II класлă чăн советникĕ. Виçĕ кĕнеке авторĕ.

Çак кунсенче Валерий Алексеевич пурнăçĕнче тепĕр курăмлă пулăм пулса иртрĕ - ăна «Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пачĕç. Çак ята район аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хунă çынсем кăна тивĕçеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пĕлтернĕ тăрăх, Валерий Алексеевич хăй вăхăтĕнче район аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçленисĕр пуçне паян кун та тăван тăрăха манмасть, килсе çÿренĕ май тĕрлĕ шайри пуçлăхсене канашсем парса пулăшать, уйрăм çынсемпе те пĕр шайра калаçса ÿсĕмсем тума хавхалантарса пырать. «Вăй-халĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр унăн, - тет Константин Владимирович, - çакăн пек пултаруллă çынсем пире малашне те пархатарлă ĕçлеме вăй-хал парса тăраççĕ». Çак сăмахсен çумне мĕнех хушăн. Çапла пултăр.

 

П.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика