19 июня 2013 г.

Вăрмар районĕнчен нумай паллă çынсем тухнă. Вĕсенчен пĕри - Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Павел Порфирьевич Порфирьев.
Вăрçа вăл 1939 çултах кĕнĕ - шурă финсемпе çапăçнă, «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне тивĕçнĕ. Саруй ялне 1940 çулта таврăнать, анчах каллех нумайлăха мар - 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче пĕрремĕш ушкăнпа тепĕр вăрçа - Аслă Аттелĕх вăрçине тухса каять. Тумхахлă пулнă унăн вăрçă çулĕсем - Тĕп, Хĕвеланăç, Воронеж, Степной, 2-мĕш Украина, 3-мĕшпе 2-мĕш Беларуç, 1-мĕш Прибалтийский фронтсенче танкист, разведчик пулса çапăçнă. Историпе кăсăкланакансем Курск пĕккинчи Прохоровка патĕнчи, Корсунь-Шевченковский çар операцийĕ вăхăтĕнче мĕнле хаяр çапăçусем пулнине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Пуçне усман салтак - пур çапăçуран та çĕнтерÿпе тухнă. Вăл çеç-и - Мухтав орденĕн виçĕ степеньне илнĕ. Республикипе те вĕсем 13 çеç пулнă. Июнĕн 13-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак кун мухтавлă ентеш паттăрлăхне чысласа унăн тăван ялĕнче, Саруйĕнче, Асăну хăми уçрĕç. Чаплă лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай начальникĕ В.Ляшенко, П.Порфирьевăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем, Саруй ялĕн çыннисем, Урнар шкулĕнче вĕренекенсем, Урнарти информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Н.ПЕТРОВА.
Источник: "Урмарская районная газета"