АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти ĕçсем вĕçленсен вăййа тухрĕç Вăрмарсем

14 июня 2013 г.

Хирти ĕçсем вĕçленсен вăййа тухрĕç Вăрмарсем

Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ май, Вăрмар станцийĕ пуçланса кайнăранпа 120 çул çитнине тата Раççейри тавралăха упрамалли çулталăка халалласа Вăрмар поселокĕнче район Акатуйĕ иртрĕ. Çак хĕвеллĕ уяр кун пирĕн поселок уйрăмах илемлĕ пулчĕ. Уяв программи тăрăх савăнăçлă мероприятисем тĕрлĕ çĕрте иртрĕç. Поселок çынсен хаваслă куллипе, юрри-ташшипе, лара-тăра пĕлмен шăпăрлансен сассипе тулчĕ.

Ирхинех Спорт çурчĕ тĕлĕнче йĕркеленĕ ял хуçалăх техникин, Ленин урамĕпе вырнаçнă «Ылтăн алăллă ăстасем» ÿнер тата ал ĕç изделийĕсен куравĕсем çынсене хăйсем патне илĕртрĕç. Ял хуçалăх техникин куравĕнче районти хуçалăхсенчи SE-140, GRIMME çĕр улми пуçтармалли, CASE-2388, АКРОС тырă вырса пухакан комбайнсем, CASE-435 трактор, AMAZONE Д-9-60 сеялкăллă МТЗ-1221 трактор тата ытти техника та пулчĕç. «Ылтăн алăллă ăстасем» курава кашни ял тăрăхĕ хăйĕн ал ĕç ăстисен япалисене кăларса тăратрĕ. Палаткăсене пысăк ăсталăхпа хатĕрлесе илемлетнĕ. Харăсах тĕп площадьре ача-пăча коллективĕсен концерчĕ иртрĕ. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсен пултарулăхне курса савăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене ăшă сăмахсем каларĕ, уявра савăнма лайăх кăмăл сунчĕ. Концерта хутшăннă кашни ача «АККОНД» акционерсен уçă обществин пылак парнисене тивĕçрĕ. Тĕп площадьре хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, çав вăхăтра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем «Лидер» çĕнĕ суту-илÿ çуртне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Вĕсем çĕнĕ лавккари тавар ассортименчĕпе паллашрĕç, район центрĕнче çакăн евĕр суту-илÿ центрĕ уçăлни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Унтан тĕп мероприятисем стадионти сцена çине куçрĕç. Уява Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков уçрĕ. Вăл район уй-хирĕсенче ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене, район çыннисемпе хăнисене Акатуй ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Чăваш Республикин патшалăх ялавне кăçал «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçченĕ Александр Васильев тата «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан Валентина Иванова хăпартрĕç. Александр Васильев 2013 çулхи ака чемпионĕ, Валентина Иванова 2013 çулхи чи лайăх доярка ятсене тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ĕççыннисене уяв ячĕпе саламларĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн, тÿсĕмлĕ пулнăшăн, тăван район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн ял хуçалăх ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе Чăваш Республикин ял хуçалăхĕпе çул-йĕр строительствин министрĕ М.Янковский тухса калаçрĕ. Вăл Вăрмар районĕ лайăх утăмсемпе аталанса пынине палăртрĕ.

Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн район аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă Валерий Алексеевич Алексеева «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Çакна район пуçлăхĕ М.Пуклаковпа райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин ăна хĕрлĕ хăю çыхса ярса çирĕплетрĕç.

М.Янковский министр аллинчен Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов «Чи хăтлă ял тăрăхĕ» республика шайĕнчи конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннăшăн ЧР Министрсен Кабинечĕн дипломне тивĕçрĕ.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ял хуçалăх аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене çак ĕçченсем тивĕçрĕç:

1. Эдуард Макаров («Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизатор);

2. Николай Николаев («Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизатор);

3. Лидия Васильева («АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăри хăмлаçă-бригадир);

4. Людмила Николаева («Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи кăрккасем пăхакан);

Тĕрлĕ категорисене кура районти чи лайăх хуçалăхсене палăртнă:çĕрпе тухăçлă усă курассипе, çĕр улми лартмалли лаптăксене ÿстерессипе «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене ÿстерессипе «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, хăмла çитĕнтермелли лаптăксене ÿстерессипе «АгроРесурсы», техникăна çĕнетсе тăрассипе «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем, мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерессипе «Шигали» ЯХПК. Пĕрин хыççăн тепри вĕсен пуçлăхĕсем Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене, парнесене тивĕçрĕç.

«Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизаторĕ Николай Васильев «Çĕре чи лайăх хатĕрлекен - 2013» ята тивĕçрĕ.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи чăх-чĕп пăхакан Галина Войкова «Чи лайăх кайăк-кĕшĕк пăхакан - 2013» ята илчĕ.

Аш-какай туса илессипе экономика ăмăртăвĕнче «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, сĕт суса илессипе «Шигали» ЯХПК 1 степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех Акатуй ячĕпе малта пыракан хуçалăх ĕçченĕсем райадминистрацин Хисеп, Тав хучĕсене илчĕç.

Уяв ячĕпе район çыннисемпе хăнисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев саламларĕ, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи ĕçчене В.Авдеева, «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăри механизатора В.Мишина, «Сапаркин А.Г.» хресчен(фермер) хуçалăхĕнчи водителе С.Николаева «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.

Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ 1 степеньлĕ диплома тата 300 пин укçа-тенкĕне тивĕçрĕ. Районти культура учрежденийĕсем хушшинче Арапуçĕнчи информаципе культура центрĕ 1 степеньлĕ диплома илчĕ. Çавăн пекех Акатуй ячĕпе район çыннисене Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Колумб, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ К.Федорова, Çĕрпÿ районĕн вĕрентÿпе социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.Волчкова, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова, РФ халăх артистки - Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Н.Яковлева, «Сувар» суту-илÿ предприятийĕн директорĕ А.Никоноров, «АККОНД» АУО генеральнăй директорĕн заместителĕ С.Майраслов, Росгосстрах компанин Вăрмарти уйрăмĕн директорĕ И.Алексеева, Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри управленийĕн директорĕ О.Николин тата ыттисем саламларĕç.

Чыслав хыççăн сцена çинче районти пултарулăх коллективĕсен савăнăçлă концерчĕ пуçланчĕ.

Концертпа пĕрлех спорт мероприятийĕсем пычĕç.

Акатуйăн спорт программи те анлă пулчĕ: тăршшĕне сикесси, чупасси, армспорт, канат туртасси, кире пукане çĕклесси, шашка, шахмат вăййисем, волейбол, футбол, турник çинче туртăнасси, дартс тата паллах, Акатуй илемĕ - кĕрешÿ. Çак мероприятисем уява килнисен йышлă пайне хăйсем патне туртрĕç, халăх пăлханчĕ те, савăнчĕ те. Олимп вăййисен девизĕ - çÿлерех, вăйлăрах, хăвăртрах. Çавăнпа та чи малтан çак дисциплинăсенче пĕтĕмлетÿ кăтартăвĕсемпе паллаштарар. Тăршшĕне сиксе хĕрарăмсем хушшинче 1-3-мĕш вырăнсене А.Шавырина (Мăнçырма), М.Чернова, А.Сорокина (Вăрмар) тухрĕç. Арçынсенчен малтисем А.Краснов (Çĕнĕ Кавал), Е.Петров (Арапуç), Ю.Емельянов (Мăнçырма) пулчĕç. Çăмăл атлетика енĕпе 30 метра чупса хĕрарăмсем хушшинче А.Сорокина (Вăрмар), Л.Волостнова (Кивĕ Вăрмар), И.Климова (Вăрмар) мала тухрĕç, арçынсенчен Е.Петрова (Арапуç), Н.Михайлова, Н.Максимова (Вăрмар) çитекенсем пулмарĕç. Алă вăйĕ виçесси арçынсен спорчĕ пек, анчах кунта хĕрарăмсем те хыçа юласшăн мар. Çак ăмăртура А.Андреева (Кĕтеснер), В.Афанасьева (Вăрмар), А.Игнатьева (Чулкас) мала тухрĕç. Арçынсенчен çĕнтерÿçĕсем - Д.Лукин (Вăрмар), А.Семенов, П.Семенов (Шупашкар), кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ тупăшура А.Агеев (Арапуç) пĕрремĕш пулчĕ (мĕн калăн - спорт мастерĕ), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта А.Хованский (Вăрмар), А.Каланов (Кивĕ Вĕренер), хĕрарăмсенчен А.Андреева (Кĕтеснер) пĕрремĕш. Турник çинче туртăнассипе пĕрремĕш вырăнсене О.Савинов (Вăрмар), В.Матвеев, А.Анисимов (Чупай) йышăнчĕç.

Канат туртас енĕпе Мăнçырма командине çитекенсем пулмарĕç. Вĕсем хыççăн - Вăрмар хула тата Энтрияль ял тăрăхĕн командисем. Волейболистсенчен Энтрияльсемпе Шăхальсем мала тухрĕç. Шашкăпа шахмат вăййисем те çивĕч иртрĕç. Çапах шашка енĕпе В.Евгеньева (Вăрмар), Н.Иванова (Мăнçырма), Н.Иванова (Вăрмар), шахмат вăййинче Н.Ермолаева (Эçпепе), В.Максимова (Чупай), О.Вакина (Вăрмар) çитекеннисем пулмарĕç. Вăрмар футболисчĕсем кÿршĕллĕ Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк командипе тупăшрĕç. Тăван тăрăхра хÿме те пулăшать теççĕ те, анчах ентешсем пултарулăхĕпех çĕнтерчĕç - 1:0. Уйрăмах наци кĕрешĕвĕ нумай çынна хăй тавра пуçтарчĕ. 70 килограмран çăмăлрах виçеллисем хушшинче кĕрешсе паттăр ятне поселокри Д.Никитин тивĕçрĕ. Ку енĕпе 70 килограммран ытларах таякансем хушшинче О.Николаев паттăра юлчĕ, С.Павлов - иккĕмĕш (иккĕшĕ те Мăнçырма), Э.Владимиров (Вăрмар) - виççĕмĕш.

Уява халăх йышлăн пуçтарăнни спорт вăййисене районти тĕрлĕ ялсенчи спорта юратакансем, хăнасем хутшăнни те калать.

Э.МИХАЙЛОВА, П.АЛЕКСЕЕВ.

ЧР Ял хуçалăх министерствин комиссийĕ федерацин «Ĕçе пуçăнакан фермер» программипе килĕшÿллĕн патшалăхран пулăшу илекенсен йышне пăхса тухнă. Конкурса 114-ăн - хутшăннă, комисси 94-шĕн бизнес проектне кăна йышăннă. Çав шута Тикаш ялĕнчи Сергей Геннадьевич Грачевăн (ÿкерчĕк çинче варринче) бизнес-проекчĕ те кĕнĕ. Шăпах районти ĕçпе юрă уявĕнче вăл ятарлă свидетельствăна алла илчĕ.

Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Кивĕ Вăрмарта та Акатуй пулса иртрĕ. Çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Н.Петров хуçалăх ĕçченĕсене, ял халăхне ăшшăн саламланă. Çавăн пекех ял халăхне саламлама ЧР ял хуçалăх министерствин тĕп специалист эксперчĕ В.Герасимов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Д.Иванов, Раççей чукун çулĕн Хусанти чукун çул техникумĕн директорĕ А.Васин, Германири Эрнст Август Мор, Тутарстанри «Золотая Нива» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ В.Ветлугин, кÿршĕ хуçалăхсен пуçлăхĕсем килнĕ.

Уява уçнă май хуçалăх ертÿçи Н.Петров пурне те çураки ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа саламласа ырлăх-сывлăх суннă. Хуçалăхра 2012-мĕш çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе, 2013-мĕш çулта тумалли тĕллевсемпе паллаштарнă. Ĕçре уйрăмах палăрнисене ЧР ял хуçалăх министерствин тата хуçалăхăн грамотисем, парнесем парса чысланă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов та çĕр ĕçченĕсем, ял çыннисем пирки ырă сăмах каланă май чи маттуррисене Хисеп хучĕсем, парнесем панă. Ял халăхне «Янташ» эстрада ушкăнĕ хăйĕн концерчĕпе савăнтарнă. Уяв спорт вăййисемпе вĕçленнĕ.

В.ТОЛМАТОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика