АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре - 20 çул

14 июня 2013 г.

Юратнă ĕçре - 20 çул

Июнĕн 16-мĕшĕнче Медицина ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Çавна май уяв тĕлне пирĕн Вăрмарти тĕп больницăра тăрăшакан Надежда Вениаминовна Авксентьева тухтăра уйрăмах палăртса хăварас килет.

Вăл 1992 çулта Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн педиатри уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. 1993 çултанпа районти тĕп больницăра ачасен сывлăхне тимлессипе ĕçлет. Унсăр пуçне 2006 çултанпа инфекци уйрăмĕнче те инфекционист-тухтăр ĕçне пурнăçлать. Шăпах çак çул вăл тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Тав хутне тивĕçнĕ.

Районти поликлиникăри ача-пăча уйрăмĕнчи 210 пÿлĕмре Надежда Вениаминовнăпа Татьяна Леонидовна медицина сестри яланах ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, кашнин ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Н.Авксентьевăпа Т.Семенова пĕр-пĕринпе 7 çул килĕштерсе ĕçлеççĕ, юлашки çулсенче тин кăна çуралнă ачасен сывлăхне сăнаса тăрассипе ытларах ĕçлеме тивет вĕсен. Пĕтĕмĕшле районти 8 ялти ачасен сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ медицина ĕçченĕсем. Надежда Вениаминовна мăшăрĕпе, Сергей Михайловичпа, 2 хĕр çитĕнтереççĕ, аслă хĕрĕ Мускаври медицинăпа стоматологи университетĕнче вĕренет, çитес çул шкул пĕтерекен кĕçĕн хĕрĕ те медицина енĕпе çул тытасшăн.

Э.МИХАЙЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика