14 июня 2013 г.
Июнĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев спорт мелĕпе утассипе Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен чемпионата савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă.
Мероприятие çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ В.Балахничев, Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн спорт мелĕпе утакансен комитечĕн председателĕ, спорт мелĕпе утассипе Олимп чемпионĕ Маурицио Дамилано, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн председателĕ В.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп чемпионки, тĕнче чемпионки Е.Николаева, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, спорт мелĕпе утассипе Олимп вăййисен призерĕ В.Андреев, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен призерĕ, тĕнче тата Европа чемпионки, тĕнче рекордсменки, спорт мелĕпе утассипе тĕнче тата Европа кубокне çĕнсе илнĕ О.Иванова - Чăваш Республика Пуçлăхĕн советникĕ, хутшăннă.
М.Игнатьев ăмăртăва хутшăнакансене саламланă тата чăваш халăхĕн ячĕпе Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацине тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене ирттерме шаннăшăн тав тунă.
ЧР ПА пресс-служби.
Источник: "Урмарская районная газета"