АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем мала тухрĕç

08 июня 2013 г.

Вăйлисем мала тухрĕç

Майăн 30-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 3-мĕшĕчченех Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул никĕсĕнче çамрăк армеецсен «Зарница», «Орленок» вăййисем иртрĕç. Çамрăк армеецсен вăййисенче 20 команда хутшăнчĕ.

Вăйăсем вĕçленнĕ май 300 ытла çамрăка район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕ, çак кунсенче Вăйăсене хутшăнса хăйсене ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен кăна мар, ăс-хакăл енчен те çирĕплетнĕ ачасене малашне те пухнă вăй-хăвата упраса хăварма сунчĕ. Çавăн пекех çамрăк армеецсен вăййисене хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕ В.Ляшенко саламларĕç. 5 куна пынă мероприятире шкул ачисем хăйсен çаврăнăçулăхĕпе вăйне кăна мар, конкурссенче теори, практика тĕлĕшĕнчи пĕлĕвĕсене те кăтартрĕç. Кашни команда чăрмавсем витĕр тивĕçлĕ тухрĕç. Вăйăсене пĕтĕмлетнĕ май зарничниксем хушшинче Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди 1-мĕш, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул команди - 2-мĕш, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. «Орленок» ушкăнри командăсем хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул команди 1-мĕш, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул команди 2-мĕш, Мăнçырмари вăтам шкул команди 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕ.

 

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика