08 июня 2013 г.

Июнĕн 9-мĕшĕнче çăмăл промышленноç ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.
Вĕсенчен пĕри вăл Вăрмарти «Светлана» тулли мар яваплă обществăра çĕвĕç пулса тăрăшакан Лариса Иосифовна Кузнецова. Çĕвĕ предприятийĕ уçăлнăранпах çакăнта ĕçлет вăл. Ĕç кăтартăвĕсемпе яланах малти вырăнта. Çĕвĕç ĕçне малтанах «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрикинче ĕçлесе хăнăхнă Лариса Иосифовна. Çапла 2006 çултанпах çак ĕçре тăрăшулăх кăтартать. Хальхи вăхăтра хĕллехи курткăсем çĕлет вĕсен бригади. Кунне 110-120 куртка яхăн çĕлесе хатĕрлет 22 çынран тăракан бригада. Кашни кунах, шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне, Карăкçырмаран поселока çул тытать Л.Кузнецова. Мăшăрĕпе, Александр Кузнецовпа, иккĕшĕ 3 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Çĕвĕ предприятийĕнчи ĕç вырăнĕпе, ĕç укçипе кăмăллă 3 ача амăшĕ.
Э.Михайлова.
Источник: "Урмарская районная газета"