05 июня 2013 г.

Тăваттăмĕш хут пирĕн районта «Мăнкун савăнăçĕ» тĕнпе музыка фестивалĕ иртрĕ.
Культурăпа кану çуртĕнче иртнĕ уява савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Н.Иванова, Чулкасри Таса Троица тата Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир протоиерей, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ, V благочиннăй округăн благочиннăйĕ Леонид Ермолаев хутшăнчĕç. Çулсеренех фестивале хутшăнакансен, унпа интересленекенсен йышĕ ÿссе пырать. Фестиваль программи те куракансене савăнтарчĕ. Сцена çинче сăвăсем, юрăсем янăрарĕç. Ача садне, шкула çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савнтарчĕç. Пĕтĕмĕшле «Мăнкун савăнăçĕ» тĕнпе музыка фестивалĕн программине пултаруллă Татьяна Германовна Гаврилова ертсе пычĕ, залра пухăннисене савăнăç парнелеме май туса пачĕ. Фестивале хутшăнакансем парнесене тивĕçрĕç.
Э.Михайлова.
Источник: "Урмарская районная газета"