05 июня 2013 г.

Тикаш ял тăрăхĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнине пурте пĕлетпĕр. Вăл е ку ыйту сиксе тухсан яланах Вăрмар поселокне çÿреймĕн, çул тÿлевĕн хакĕ те пĕчĕк мар.
Ял çынни ĕмĕр тăршшĕ çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх усранипе пурăннă. Чылай çĕрте мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакса пырать пулсан та, Тикаш тăрăхĕнче вĕсен йышĕ паянхи вăхăт тĕлне 709 пуçпа танлашать, сыснасен йышĕ те 700 пуç ытла (вĕсенчен 64-шĕ - çăвăрлакан сысна амисем). Çавăн пекех ял тăрăхĕнче 797 сурăхпа такасем, качакасем, пиншер тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, пыл хурчĕсен 262 çемйине тытаççĕ. Чĕр-чун çынсем пекех чирлет, çавăнпа та ял тăрăхĕнче ветеринари аптеки уçасси чылайранпа çивĕч тăнă. Çак кунсенче вара ял тăрăхĕнчи çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе Вăрмар райповĕ Тикаш ялĕнче ветеринари аптеки уçма йышăну тунă. Ăна официаллă майпа майăн 23-мĕшĕнче уçнă. Чаплă лару-тăрура иртнĕ мероприятие Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов, Чăвашпотребсоюзăн тĕп провизерĕ Е.Кирпичникова, район администрацийĕн экономикăпа промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.
В.НАРСОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"