05 июня 2013 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 12343 гектар çинче акнă. Пĕтĕмĕшле çурхи тата кĕрхи культурăсем 14610 гектар йышăнаççĕ. Кашни çулах çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн, Акатуй уявĕ умĕн, районти уйсене ятарлă комисси пăхса тухать, çурхи ĕçсене пĕтĕмлетет.
Калчасем еплерех шăтса тухнине, мĕнлерех çитĕннине тата ыттине те хакларĕç комисси членĕсем ку хутĕнче те. Вĕсен шутĕнче райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Д.Иванов, тĕп агроном Н.Николаев, Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн руководителĕн çумĕ А.Титова, Россельхозцентрăн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Семенов, çавăн пекех уйсене хаклакан экспертсен шутĕнче Германирен килсе çитнĕ Эрнст Август Мор фермер, «Лимикен-Русь» концернăн Калугăри представителĕ А.Андреев пулчĕç.
Тĕш тырă тата çĕр улми çитĕнтерессипе пирĕн районта 50 яхăн фермер хуçалăхĕ ĕçлет, ятарлă комисси вара чи тĕреклĕ хуçалăхсен уйĕсемпе паллашрĕ, уйсене темиçе тĕрлĕ кăтарту тăрăх хакларĕ. «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕнче тĕш тырă культурисем 1002 гектар, çĕр улми 300 гектар йышăнаççĕ. Çак хуçалăхри уйсем ытти хуçалăхрисемпе танлаштарсан пысăк хака тивĕç, комисси хаклавĕ тăрăх чи пысăк балл пухрĕç. «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ вара иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Кунта тĕш тырă культурисем 3089 гектар йышăнаççĕ. «Сапаркин А.Г.» хуçалăх виççĕмĕш вырăнта пулчĕ. 4-мĕшпе 5-мĕш вырăнсене «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Шигали» ЯХПК тивĕçрĕç.
Комисси членĕсем хуçалăх руководителĕсемпе специалисчĕсене шăтса тухнă калчасене çитĕнтерессипе çыхăннă канашсемпе сĕнÿсем пачĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç. «Пысăк тухăç туса илес тесессĕн культурăсене азотпа фосфор удобренийĕсемпе апатлантармалла. Туянакан удобрени хакне 30 процент таранччен хуçалăхсене патшалăх субсиди парать, çийĕнчех пирĕн филиал урлă саккас тумалла», - терĕ Алевтина Михайловна хуçалăх руководителĕсене.
Хĕл каçайман кĕрхи тулă вырăнне çуркунне тепĕр хутчен акса хăварнă уйра пирĕн район фермерĕпе нимĕç фермерĕ хушшинче кăсăклă калаçу пулса иртрĕ. «Пирĕн тăрăхри климат условийĕсенче кĕрхи тулă туса илесси вырăс рулетки вăййине выляссипе танах, шиклентерет, чăтăмлăхпа çирĕплĕх ыйтать. Е выляса илен, е выляса яран», - терĕ районти паллă фермер. Çакăн евĕр хурав Германи хăнине тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ, мĕншĕн тесен кĕрхисене тепĕр хутчен акасси питĕ пысăк тăкаксемпе çыхăннă.
«Иванов В.А.» хуçалăхра «Московская-56» тырă сорчĕ ăнăçлă хĕл каçнă, çурхи сивĕ кунсене те тÿссе ирттернĕ, пысăк тухăçпа савăнтарма шантарать. Германирен килнĕ Эрнст Август Морăн пирĕн районти усă курман çĕрсем çинче ĕçлеме кăмăл пур, çак тĕллевпе вăл Чăваш Енри, пирĕн районти климат условийĕсемпе, çĕр пулăхĕпе паллашрĕ, алла кĕреçе тытса уйсенчи тĕрлĕ вырăнсенче çĕре чавса, алăпа тытса пăхрĕ. «Лайăх», - тесе хакларĕ вăл хăйĕн чĕлхипе.
Пĕтĕмĕшле уйсене пăхса тухни районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен руководителĕсем юлашки çулсенче агротехника ĕçĕсен пахалăхĕ çине тĕрлĕ енлĕ пăхнине, экспериментсем тума хăраманнине, паха вăрлăхпа ытларах усă курнине, тăрăшса ĕçленине кăтартса пачĕ.
Мала тухнă хресчен (фермер) хуçалăхĕсене районти Акатуй уявĕнче чыслĕç.
С.Семенов,
Россельхозцентрăн
Вăрмарти уйрăмĕн
пуçлăхĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"