01 июня 2013 г.

Ачасемпе çамрăксен обществăлла организацийĕсен обществăлла организацийĕсен «Манăн пуçарулăх» республика конкурсĕн куçăмсăр майпа иртекен иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ.
Конкурса муниципалитетсенче çĕнтернĕ 14-18 çулхи çамрăксен 17 ĕçне тăратнă. Суйлав турĕ тăрăх республика финалне 7 çын тухнă, çав шутра Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен А.Леонтьева. Вăл асăннă шкулти «Еткерçĕсем» ачасен обществăлла пĕрлешĕвĕн культурăпа кану министрĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна дипломпа тата «Çулталăк лидерĕ 2013» кубокпа чысланă. Пур енĕпе те пултаруллă, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнакан, сăвă-калав çыракан маттур хĕр сентябрьте Чăваш Ен чысне Раççей конкурсĕнче хÿтĕлĕ. Пултаруллă хĕр малашне те çитĕнÿсем тăвас енĕпе иккĕленÿ çук. Пулĕç çĕнтерÿсем, пулĕç çухатусем, анчах çĕнтерÿ вĕсемсĕр килмест. Пирĕн Настя вара пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе Раççей конкурсĕнчен çĕнтерÿçĕ пулса таврăнасса шанас килет, çавăнпа та ăна ăнăçу, çитĕнÿсем тума чун-чĕререн сунатпăр. Сентябрь уйăхĕнче çĕнтерÿпе таврăнмалла пултăр.
Источник: "Урмарская районная газета"