01 июня 2013 г.

Чикĕ хуралĕн службине РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн йышăнăвĕпе 1918 çултах туса хунă. Совет Союзĕнче ăна 1958 çултах уявлама тытăннă. Çак кун официаллă уяв тесе Раççей Федерацийĕнче вара Президентăн Указĕпе килĕшÿллĕн 1994 çулта уявлама пуçланă. Пиншер-пиншер çухрăм тăсăлакан Раççей чиккине - вăл вăрман, сăрт-ту, çеçен хир, пуш хир, тинĕссемпе юхан шывсем тăрăх та иртет - симĕс карттуслă офицерсемпе салтаксем сыхлаççĕ. Вĕсем чикĕ хуралĕнче тăнă чухне чăн-чăнах лăпкă çывăрма пулать. Майăн 28-мĕшĕнче пирĕн районта симĕс карттус тăхăннисем тĕрлĕ мероприятисем ирттерчĕç.
Вăрмар поселокĕ. Чикĕ хуралĕнче службăра тăнă, халĕ те тăракан салтаксемпе офицерсене халалласа лартнă палăк - чикĕ юпи умĕнче - тĕрлĕ çулсенчи програничниксем пухăнчĕç. Вĕсене Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Егоров, ЧР çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Ляшенко саламларĕç, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕç. Ун хыççăн тăван çĕршыв чиккине хуралланисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Саруй, Урнар ялĕсенче пурăнакан, хăй вăхăтĕнче чикĕ хуралĕнче тăнисем хăйсен профессиллĕ уявне кăçал хальчченхинчен савăнăçлăрах кĕтсе илчĕç. Чикĕ хуралĕн службине 95 çул çитнĕ тĕле Саруйĕнче «Мухтав - пограничник-салтаксене» ятпа асăну палăкĕ уçăлчĕ. Пĕтĕмĕшле Урнар, Саруй ялĕсенче чикĕ хуралĕнче службăра тăнă 20 яхăн çын пурăнать. Саруй ялĕнче пурăнакан Владимир Петрович Ефимов, хăй те 1989-1991 çулсенче Петропавловск-Камчатски çывăхĕнче пограничник тивĕçне пурнăçланăскер, асăну палăкне туса лартас ĕçре çине тăчĕ. Хăех палăк проекчĕн авторĕ пулчĕ, укçа-тенкĕ тăкакĕсене те хăй çине илчĕ. Чикĕ хуралĕнче тăнă салтаксене асăнса лартнă палăка тунă ĕçре çавăн пекех тĕрлĕ çулсенче пограничник тивĕçне пурнăçланă Урнар, Саруй ялĕсенче пурăнакансем хутшăнчĕç: С.Платонов, П.Куприн, И.Николаев, М.Ефимов, В.Прокопьев, А.Поликарпов, А.Нестеров.
«Мухтав - пограничник-салтаксене» палăка уçнă савăнăçлă мероприятие В.Ефимов пуçларĕ, вăл пограничниксене уяв ячĕпе саламларĕ, çамрăксене Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ хÿтĕлевçисем пулма сунчĕ. Çавăн пекех уяв ячĕпе Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем, «Сарнар» фольклор ушкăнĕ саламларĕç. Саламсем хыççăн чикĕ хуралĕнче тăнисен командипе пулас пограничниксен ушкăнĕ тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç, çивĕч кĕрешÿре çамрăксем çĕнтерчĕç.
Энĕшпуçĕнче те Пограничниксен кунĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Чикĕре пулнă 30 ытла çын пуçтарăнчĕ мероприятие. Энĕшпуçĕнче пурăнакан Александр Владимирович Николаев, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, хăйĕнпе пĕрле службăра пулнă юлташĕсене уява тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма пуçтарнă. Кунта Вăрмар, Тăвай районĕсенчи, Екатеринбург, Нижневартовск, Арзамас, Омск хулисенче, Удмурт республикинчи службăра пĕрле пулнă юлташĕсем пуçтарăнчĕç.
Мероприятие Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕ В.Ляшенко, райадминистрацин ятарлă ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов, ялти шкулта вĕренекенсемпе ача садне çÿрекенсем, ял халăхĕ йышлăн хутшăнчĕç.
Энĕшпуç ялĕнчен 48 çын çар службине çĕршыв чиккине хуралланă çĕрте пурнăçланă, пурте вĕсем тăван яла чĕрĕ, сывă таврăннă. Чикĕ хуралĕн службине туса хунăранпа 95 çул çитнĕ ятпа пограничник-салтаксем юбилей медалĕсене тивĕçрĕç.
Э.МИХАЙЛОВА.
Источник: "Урмарская районная газета"