29 мая 2013 г.
Район прокуратури патшалăх граждан тата муниципалитетсен службинче ĕçлекенсем коррупцие хирĕç тăрас тĕлĕшпе федераллă саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать. Май уйăхĕнчен пуçласа июнь вĕçĕччен çак категорири служащисем хăйсен тупăшне, пурлăхне тĕрĕс кăтартнипе кăтартманни пирки тĕрĕслев ирттеретпĕр.
Çакна палăртса хăвармалла - РФ Президенчĕн 2009 çулхи 559 номерлĕ «Федераллă патшалăх службине ĕçе вырнаçас текенсем тата ĕçлекенсем хăйсен тупăшĕпе пурлăхне кăтартасси çинчен», ЧР Президенчĕн 2009 çулхи 43 номерлĕ çакăн пек Указĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах апрелĕн 30-мĕшĕччен тупăшпа пурлăх çинчен сведенисем тăратмалла. Мăшăрĕпе çул çитмен ачисен пур тупăшне тата пурлăхне те кăтартмалла. Çакăн пек сведенисем тăратмасан е суйса кăтартсан çакă саккуна пăсни пулать, патшалăхăн гражданла тата муниципаллă службăсенчен кăларса яраççĕ.