29 мая 2013 г.
Уявсем çĕршывра нумай, вĕсенчен чи çамрăккисенчен пĕри - Раççей предпринимательствин кунĕ. Ăна РФ Президенчĕн 2007 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи 1381 номерлĕ Указĕпе кашни çулах майăн 26-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Рынок экономикине кĕнĕ май предпринимательсен (ĕçлĕ çынсен) район, республика, Раççей шайне хывакан тÿпи çулсерен ÿссе пырать. Райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленность суту-илÿ пайĕнчен тăратнă цифрăсем тăрăх - районта юридици сăпачĕллĕ 122 вăтам тата вак предприяти, 616 уйрăм çын предприниматель. Çак сферăпа районта ĕçлекен çынсен 44 проценчĕ çыхăннă. Тупăшĕ те курăмлă.
Çавăнпах ĕнтĕ профессиллĕ уяв кунĕ умĕн, кăçал ăна майăн 23-мĕшĕнче районти тĕп площадьре ирттерчĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, экономика пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, строительствăпа инфратытăм аталанăвĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров саламларĕç. Вăтам тата вак предпринимательство аталанăвĕ юлашки вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ терĕмĕр ĕнтĕ. Вăл вара çак системăра ĕçлекен ахаль çынсемпе вĕсен ертÿçисем килĕшÿлĕхпе çураçулăх тупнинчен, саккун ыйтнине пурнăçласа пынинчен килет. Çакна Вăрмар тăрăхĕнчи ĕçлĕ çынсем лайăх ăнланса пурнăçласа пыраççĕ, ăна çирĕплетсе ĕçе ытларах парăннисене район администрацийĕн Хисеп хучĕсене уйрăм çынсем предпринимательсем А.Хованский, Т.Иванова, Т.Софронова, Вăрмар райповĕн «Общепит» тулли мар яваплă обществăн директорĕ М.Сейфуллина тивĕçрĕç. Тÿрĕ кăмăлпа хăйсен тивĕçне пурнăçланăшăн райадминистраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене «Альта-Люкс» тулли мар яваплă общество директорне В.Егорова, уйрăм çын предпринимательсене Ю.Николаева, В.Павлова, Н.Иванова, Н.Васильевана, Т.Егорована, Т.Семенована пачĕç.
Уява пухăннисене Вăрмарти Культурăпа кану центрĕн художествăпа пултарулăх участникĕсем савăнăçлă уяв программипе савăнтарчĕç.
В.ТОЛМАТОВ.