АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă пурнăçа чĕнекен шăнкăрав

29 мая 2013 г.

Аслă пурнăçа чĕнекен шăнкăрав

Электронлă коммуникацисен ĕмĕрĕнче пурăнма пуçларăмăр пулин те, майăн 25-мĕшĕнче тата сентябрĕн 1-мĕшĕнче Раççей шкулĕсенче йĕс шăнкăрав сасси янăрать. Йăлана пăсаймăн - тата кирлĕ-ши; Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкула килетпĕр, майăн 25-мĕшĕнче 9 - 11 çул хыççăн йĕс шăнкăрав сассипе тухса каятпăр.

Пирĕн районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5 вăтам тата 12 тĕп шкул. Майăн 25-мĕшĕнче вĕсенче пуринче те шкул пĕтерекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Вăрмар поселокĕ. Юлашки шăнкăрав уявĕ тĕлне тĕрлĕ тĕслĕ шарсенчен хатĕрленĕ гирляндăсем, плакатсем, вĕрентекенсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ стена хаçачĕсем - пурин чунне те пăлхантарчĕç, хумхантарчĕç. Кĕвĕ çеммипе шкултан вĕренсе тухакансем шкул умĕнче пĕр рете тăчĕç. Уява вĕрентекенсем, шкул пĕтерекенсен юлташĕсемпе тăванĕсем пухăнчĕç. Кунта пухăннисем умĕнче саламлă сăмахсемпе шкул директорĕ Л.Молостовкина, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕç. Ачасен пĕрремĕш вĕрентекенĕ С.Иванова, Н.Сорокина, Л.Уливанова, Н.Иванова класс руководителĕсем нумай ăшă сăмахсем каларĕç.

Кĕлкеш. Юлашки шăнкăрава халăх чылай пуçтарăнчĕ. Уяв линейкине шкул директорĕ Ю.Данилов уçрĕ. Вăл ачасене экзаменсене ăнăçлă тытса çĕршыва юрăхлă специалистсем пулма ырă сăмахсем сунчĕ. Ун хыççăн шкултан вĕренсе тухакансене райадминистрацин ятарлă ĕçсен пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов тата ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Е.Сергеева, пĕрремĕш учительница И.Степанова, класс ертÿçи И. Вишневская, ашшĕ-амăшĕсем тата шкул ачисем саламларĕç.

Кăçал шкултан 10 ача вĕренсе тухать. Вĕсен класс ертÿçи И.Вишневская ачасене пултарулăха тата ĕçченлĕхе вĕрентнĕ. Акă, К.Анилинăна илер-ха. Вăл пур енĕпе те маттур, çулсерен çĕнтерÿçĕсен хушшинче. Кăçал олимпиадăсенче МХКпа 1-мĕш, технологипе 3-мĕш, шкул краеведенийĕпе 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

А.Иванова та уйрăммăн палăртса хăварас килет. Çамрăк пулин те, вăл тума пĕлмен ĕç çук пулĕ. Класри ытти ачасене те пĕрре те хурлас килмест. Ырă кăмăллă та мал ĕмĕтлĕ ачасем вĕсем, спортра, творчествăра тата обществăлла ĕçре пурте питĕ пултаруллă.

Юлашки шăнкăрав янăраттарас ĕçе пултаруллă А.Сорокина тата пĕрремĕш класс ачине А.Порфирьева шанса пачĕç.

Энĕшпуç. Вун пĕр çул каялла пĕрремĕш шăнкăрав сассипе урока ларнă Энĕшпуçĕнчи ачасемшĕн майăн 25-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Юлашки шăнкăрав янăранă тата малашлăхăн анлă сукмакĕ çине ăнăçлă утса тухнă ятпа 14 хĕрпе каччăна шкул директорĕ П.Егоров саламларĕ: вĕренÿре, обществăлла ĕçре, спортра палăрнă Т.Леонтьева, А.Петрова, К.Григорьева, И.Лукина, А.Иванова, В.Малов, В.Степанов, С.Григорьев вĕренсе тухакансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех шкул ачисене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Д.Иванов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ Т.Павлова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Николаев, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç, экзаменсене ăнăçлă тытма, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама çирĕп сывлăх сунчĕç.

Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем шкултан вĕренсе тухакансене асăнмалăх парнесем пачĕç, юрă парнелерĕç.

Кивĕ Вăрмар. Кăçал ялти шкулта юлашки шăнкăрав 9 тата 11 класс пĕтерекен 24 ачашăн янăрарĕ. Вĕсене саламлама район администрацийĕн бухгалтер учечĕн секторĕн заведующийĕ Л.Петрова, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнчи информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Т.Ананьева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров килнĕ.

Савăнăçлă митинга шкул директорĕ С.Антонов уçрĕ, 170 ача вĕренекен шкул 2012-2013 вĕренÿ çулĕсенче тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ, пурне те çак кунхи савăнăçлă уявпа саламларĕ.

Çавăн пекех Л.Петрова, Т.Ананьева шкул пĕтернисене ăшă сăмахсем каласа экзаменсене ăнăçлă тытса пурнăçăн анлă çулĕ çине çирĕппĕн тăмалла пултăр терĕç. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров чи малтанах аслă классенче вĕренекенсене ĕççи вăхăтĕнче пулăшу панăшăн тав турĕ. «Вĕренсе тухакансем, экзаменсене ăнăçлă тытса чун туртакан професси суйласа илĕр. Эпир вара сире тăван хуçалăхра яланах кĕтетпĕр», - терĕ вăл.

Шкул директорĕн çумĕ М.Якимова вĕренÿ çулĕнче палăрнисене дипломсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Юлашкинчен 11 класран вĕренсе тухакансем тÿпене шурă кăвакарчăнсем вĕçтерчĕç.

П.АЛЕКСЕЕВ, В.ТОЛМАТОВ, С.КОРНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика