25 мая 2013 г.
«Ĕç пурнăçлакан производство çинчен» федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси» Раççей Федерацийĕн 2013 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчи 49 номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн администрациллĕ йĕркелĕхе пăсни çинчен калакан Кодекса улшăнусем кĕртнĕ.
Административлă штраф вăхăтра тÿлеменшĕн, çавăн пекех административлă арест вырăнĕнчен хăй ирĕкĕпе тухса кайсан РФ КоАпĕн 20, 25 статйисемпе килĕшÿллĕн 50 сехет таран тума тивĕçлĕ ĕçе явăçтарма пултараççĕ. Административлă штраф тÿлес вăхăт та тăсăлать. Халĕ вăл тивĕçлĕ йышăну тунă хыççăн 30 кун мар, 60 кун таран тăсăлĕ.
М.ФЕДОРОВ, саккуна пурнăçласа тăрас енĕпе ĕçлекен инспектор.
Источник: "Урмарская районная газета"