25 мая 2013 г.
Кивĕ Вăрмар ялĕнчи С. гражданин хăйĕн хут уйăрттармасăр пурăнакан мăшăрĕпе килĕштерсех пĕрле пурăнма шутланă, анчах вăхăт иртнĕçемĕн туйăмĕсем сĕвĕрĕлме пуçланă. Пуçланнă вара лешĕншĕн тамăк пурнăç - хирĕçлерех сăмах каласанах П. гражданкăна сăлтавсăр мĕнсĕрех кун сиктерсе тенĕ пек хĕненĕ-чышкăпа, эрех кĕленчипе çапнă, урапа тапнă, çÿçрен сĕтĕрнĕ, вĕлерессипе хăратнă. Саккуна пăсрăн - явап тыт.
Л.МАЛЬКОВА, дознаватель ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"