25 мая 2013 г.
тесе çырнăччĕ çĕр çул каяллах чăвашсен паллă поэчĕ Константин Иванов хăйĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминче. Пурнăçĕ кунсерен улшăнать, анчах поэт сăмахĕ çиеле тухсах пырать. Эрех ĕçсен çын минрет, ăсне çухатать. Араб чĕлхинчен «аль коголь» - ăса çухатни тесе куçать. Ку чăн та çапла. Акă Патти ялĕнче пурăнакан М. гражданка, «çуттине» самаях тутаннăскер, 1933 çулта çуралнă гражданкăна чышкăпа та, патакпа та çапнă, питне ватса пĕтернĕ. Çав кунах, тепĕр сехетрен, каллех Н. гражданкăпа хирĕçсе кайнă, ку хутĕнче вĕлерессипе хăратнă, халĕ çак ĕçсемшĕн саккун умĕнче явап тытмалла пулĕ.
- Çак преступленисем умĕн пĕр кун маларах эрех ĕçсе лартнă И. гражданин хăйĕн килĕнче мăшăрĕпе вăрçса кайнă, мăйран пăвма тытăннă, вĕлерессипе хăратнă, кайран вара хĕнесе пĕтернĕ. Çакăншăн ăна 3 уйăхлăх арестлеме пултараççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"