АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти халăхпа ытларах ĕçлемелле

25 мая 2013 г.

Пушар хăрушсăрлăхĕ вăл - çынна, пурлăха, обществăна, патшалăха пушартан сыхласа хăварасси. Ку енĕпе патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне 1994 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче тухнă 69 номерлĕ «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккун йĕркелесе пырать. Çак саккунпа килĕшÿллĕн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Вăрмар районĕнче 2013 çулхи çуркуннепе çуллахи вăхăтсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен» ятарлă Йышăну кăларнă.

Унпа килĕшÿллĕн Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пушар хăрушсăрлăхне тытса пырассипе вырăнта пурăнакан халăхпа пухусем ирттермеллине, ку енĕпе ятарласа ушкăн йĕркелемеллине, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн, пушар хуралĕн ирĕклĕ обществипе пĕрле çулталăкне икĕ хутчен çын пурăнакан вырăна пушар хăрушсăрлăхне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслемеллине, яллă вырăнсенче пушар тухнине пĕлтерекен сигнал системисем вырнаçтармаллине, çуллахи вăхăтсенче ялсенче каçхи хурал йĕркелемеллине палăртнă. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса кашни ялтах шывпа тултарнă хатĕрсем тулли пулмалла. Шыв урлă каçмалли кĕперсене юсавлă тытмалла. Пĕвесене тасатсах тăмалла, вĕсем патне шыв пырса илме çул уçă пултăр. Кашни ялтах тата ытти обществăлла вырăнсенчи территорисене çÿп-çапран тасатмалла, урамсене автотранспорт кĕме вырăн ирĕклĕ пулмалла. Çÿп-çапа урамсенче çунтарма юрамасть, ăна полигона кайса тăкмалла. Предприятисемпе организацисен яваплă çыннисен, нумай хваттерлĕ тата уйрăм кил-çуртсенче пурăнакансен электричество провочĕсем тата ытти приборсем юсавлă пулнине тĕрĕслесех тăмалла. Ăнăçсăр, эрех-сăрапа айкашакан çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ятарласа вĕрентÿ ирттермелле. Пур шкулсенче те çамрăк пушарниксен дружинине йĕркелемелле.

«Пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсен техника регламенчĕ» 123 номерлĕ федераллă саккунăн 63 статйипе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен муниципаллă пĕрлĕхсенче пушар хăрушсăрлăхне тытса пырассипе пурлăхпа-техника, финанс, организаципе право ыйтăвĕсене татса памалла. Вырăнти халăха пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентес ĕçе йĕркелемелле.

Кăçал районта пурĕ 12 пушар пулнă. Çакă иртнĕ çулпа танлаштарсан ытларах (иртнĕ çул 5 пулнă). Ÿсĕм 2,4 хут ытларах. Тăкак 811 пин тенкĕпе танлашнă. Пушарсенче иртнĕ çул 4 çын вилнĕ, кăçал кун пек тĕслĕх пулман. Пушар тухнин сăлтавĕ - хутса ăшăтмалли кăмакасем, электричество проводисем юсавсăр пулни. Вырăнти халăхпа пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене вĕрентес тĕллевпе районти 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ «Çурт-йĕр - 2013» операци йĕркеленĕ, профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.

Д.ГРИГОРЬЕВ, пушар надзорĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика