АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунне хатĕрленсе

25 мая 2013 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи А.Иванов кăçал тĕп мероприятисен шутне, йăлана кĕнисемсĕр пуçне, строительствăн, çул-йĕр хуçалăхĕн, агропромышленнăç комплексĕн çĕнĕ объекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярассипе çыхăннă пулăмсене те кĕртни çинчен пĕлтернĕ.

Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта «Раççей регионĕсем - тăнăçлăхран аталану патне» экономика форумĕ иртет, промышленноçăн тата суту-илĕвĕн пурĕ 21 площадка ĕçлĕ, тĕп вырăнта 4 технологи платформи пулĕ: «Экологи аталанăвĕн технологийĕ», «Пир-авăр тата çăмăл промышленность», «Биохăрушсăрлăх»: ветеринари медицинин, ял хуçалăхĕн тата тавралăх хÿтĕлевĕн инновацилле технологийĕсем», «Автомобиль» тата чукун çулсене тăвас, пăхса тăрас тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçĕн эффективлăхне ÿстермелли инновацилле технологисемпе усă курасси». Урăх хуласенчи 30 участник кунта килме шутлани çинчен çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Тĕнчери «Регионсем - вĕçĕ-хĕррисĕр хутшăну» çирĕммĕш курав тĕлне хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Вăл июнĕн 19-23-мĕшĕсенче пулать. Йăлана кĕме ĕлкĕрнĕ фейерверксен Пĕтĕм Тĕнчери фестивальне те ирттерме палăртнă. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче, яланхи пекех, Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ иртет. Çак кунсенчех тата Пĕтĕм Раççейри декораципе прикладной искусствăн ăстаçисен «Ăстаçăсен Руçĕ» вун пĕрремĕш конкурсĕ пулать. Икĕ çĕнĕ культура мероприятийĕ те пур: июнĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕ тата июнĕн 23-мĕшĕнче каçхине «Театрсен каçĕ» пулать. Уяв кунĕсем тĕлне республика территорийĕнче 11 объект туса çитермелле. Çав шутра Пинер ялĕнчи 160 ача вĕренмелĕх шкула хута ямалла.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика