25 мая 2013 г.

Кăмăллă çынпа калаçма та кăмăллă. Çавăн пек çын та ĕнтĕ Вăрмар поселокĕнчи «АЛТЭЦЦА» акционерсен тулли мар яваплă обществăн директорĕ И.Сайгачев.
Интервью мар, уçă калаçу иртрĕ районта 45-50 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ Игорь Николаевич предпринимательпе. Пĕрремĕш ыйту предприяти ячĕ ăçтан çуралнă пирки пулчĕ. Предприяти ертÿçи çакна уçăмлă та кĕскен общество ячĕ итальян сăмахĕнчен, чăвашла куçарсан «Çÿллĕ тÿпе» ятпа килĕшÿллĕ пулнине палăртрĕ.
Çÿллĕ тÿпене çÿле хăпарас текенсем кăна ăнтăлаççĕ. Апат-çимĕç производствинче маларах ăсталăх пухнă Игорь Николаевичпа производство начальникĕпе Юрий Николаевич Владимировпа производствăна Вăрмар тăрăхĕнче сарма шутлаççĕ. Çак тĕллевпех халăха кирлĕ продукцие кăларакан производствăна хута ярас тесе 2008 çултах кирлĕ документацисене хатĕрлеççĕ. Чăваш халăх юрринче: «Шыв юхать те кун юлать», - текен сăмахсем пур. Чăн та шывĕ хăвăрт юхсан та ĕçĕ кăштах каярах пырать. Апла пулин те 2009 çул пуçламăшĕнче «Вăрмарти апат-çимĕç комбиначĕ» акционерсен уçă обществин территорийĕнчи цехĕсене арендăна илсе ĕçе пуçăнаççĕ.
Пуçăнаççĕ тени пĕр сăмах кăна-ха - малтан юсав ĕçĕсем те ирттернĕ, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă.
- Йывăрлăхсем малтанах пулчĕç, - тет предприяти директорĕ Игорь Николаевич. - Сийлĕ кондитер апат-çимĕçне (эпир вĕсен 30 тĕрлĕ продукцине хатĕрлетпĕр) Чăваш Енре кăна 8 пысăк (ваккисене шутламасăр) предприяти кăларать, Раççейĕпе шута илме те йывăр. Апла пулин те эпир хамăр продукципе республикăна кăна мар, Раççей рынокĕн шайне те тухма пултартăмăр.
Предприяти уçăлнăранпа районта 45-50 çынна ĕçпе тивĕçтерме май туса панă. Ĕçлекенсем хĕрарăмсем пулнă май, вĕсемшĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ - республика тулашне тухса çÿреме кирлĕ мар, çемье те юнашар. Ĕç укçине илес пулсассăн, вăл район шайĕнче килĕшÿллĕ, преми те тÿлеççĕ, уяв кунĕсенче ĕçленĕшĕн - ик хут тÿлев. Пĕр йывăрлăх пур, тет И.Сайгачев директор: предприятире ĕçлекенсенчен чылайăшĕ районти тĕрлĕ ялсенчен çÿренĕ май (виçĕ сменăпа ĕçлеççĕ - çке-ха) вĕсене килсе-кайма транспортпа тивĕçтерес ыйту пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе Тăвай еннелле пĕр автобус çÿрет, малашне маршрутсене сарас шухăш пысăк.
«Ĕмĕтленекен çунатлă» теççĕ. Игорь Николаевич çавăн пек çынсенчен пĕри. Вăрмарта кăларакан продукцие халĕ тутарсем те, пушкăртсем те, ирçе-мăкшăсем те, çармăссем те, коми-пермяксем те, пин çухрăм тавра вырнаçнă регионсенче пурăнакансем те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем пĕлсен Вăрмарсен те айккинче юлмалла мар - тутанса пăхрăм пĕр çимĕçне. Питĕ тутлă, тени ним çинчен те каламасть - иçĕм çырлипе пĕçернĕ печени çăварта ирĕлсе тăрать. Кунта ĕçлекенсем те питĕ хастар, вĕсем тăрăшнипех ĕнтĕ уйăхсерен 3 млн тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ. Производствăна районти ытти ялсенче те сарас шухăшлă И.Сайгачев. Ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа пĕлтерĕшлĕ калаçусем иртнĕ те ĕнтĕ.
В.Толматов.
Источник: "Урмарская районная газета"