25 мая 2013 г.
Раççей предпринимателĕсен кунне халалласа (ăна майăн 26-мĕшĕнче ирттереççĕ) районта тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ.
Майăн 21-мĕшĕнче предпринимательсем Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта аслă класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленность, суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова уçнă. Калаçăвĕнче вăл вăтам тата вак бизнес хальхи вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, çĕршыв экономикине аталанма чылай пулăшу панине палăртнă.
Цифрăсем: районта юридици пĕлтерĕшлĕ 122 вăтам тата вак предприяти, 616 уйрăм çын предприниматель ĕçлет. Çак сферăра 2 пин ытла çын вăй хурать, ку районта ĕçлекенсен 44 проценчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта вĕсем туса кăларса леçнĕ продукци, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 24,5 процентпа танлашнă, ку - 101,0 млн тенкĕ.
Ачасем ĕçлĕ çынсен сăмахĕсене ăша хывнă, тен вĕсенчен хăшĕ-пĕри çак çулпах кайĕ. Хăнасем парнесемсĕр килмен - вĕсем «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă обществăн пылак çимĕçĕсене илсе килнĕ, спорт инвентарьне, «Вăрмарти мехника завочĕ» акционерсен уçă обществин чечексем вырнаçтармалли хатĕрне парнеленĕ.
Н.ПЕТРОВА, райадминистрацин информаци пайĕн специалисчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"