25 мая 2013 г.
Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парассипе çыхăннă саккун вăя кĕнĕренпе 2 çул иртрĕ. Республикăри хуласемпе ялсенче çак саккун еплерех пурнăçланнă пирки пире Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина каласа пачĕ.
– Светлана Александровна, тÿлевсĕр çĕр лаптăкне нумай ачаллă мĕнле çемьесем илме пултараççĕ?
– Чăваш Республикин 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи 10 номерлĕ Саккунĕпе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр çĕр лаптăкне 18 çул тултарман 3 е ытларах ачаллă çемьесем тивĕçме пултараççĕ. Çемье членĕсем пурте Чăваш Республикинче пурăнакан РФ гражданĕсем пулмалла.
– Çак Саккунпа пирĕн республикăра пурăнакан миçе çемье усă курма пултарать?
– ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх республикăра çакăн пек çемьсем 8 пин ытла. Çак шутран 3 пин ытла çемьене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕр участокĕ илме черете тăратнă. Хальхи вăхăтра черете тăнисен йышĕ уйрăмах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче, Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрнар, Комсомольски районĕсенче пысăк.
– Миçе çемье çĕр участокĕсен телейлĕ хуçисем пулма ĕлкĕрчĕç?
– Паянхи кун тĕлне 1144 нумай ачаллă çемье çĕр участокĕ илме пултарчĕ:643-шĕ – пурăнмалли çурт хăпартма, 456-шĕ – уйрăм хушма хуçалăх ертсе пыма, 45-шĕ дача тума.
– Уйăрса панă çĕр участокĕсем çинче строительство ĕçĕсене нумайăшĕ пуçланă-ши?
– Нумаях мар, пĕтĕмĕшле 100 яхăн. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма чарса тăраканни вăл граждансен укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулни.
– Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парассипе пирĕн районта ĕç-пуç еплерех?
– Пĕтĕмĕшле 2011 çултанпа Вăрмар районĕнче çĕр участокĕ илес текен нумай ачаллă 53 çемьене шута илнĕ. Çак саккун вăя кĕнĕренпе вĕсенчен 37-шĕ çĕр лаптăкĕсем илме пултарчĕç. Тепĕр 16 çемье – черетре. Черетре тăракансене çĕр пайĕсем парассипе ĕçсем пыраççĕ.
– Практика кăтартнă тăрăх, нумай ачаллă çемьене черете тăратнă вăхăтранпа çĕр участокне иличчен пĕр уйăх кăна иртмест. Çак вăхăт хушшинче çемьери аслă ача 18 çул тултарса ĕлкĕрчĕ пулсан нумай ачаллă çемьене списокран кăларма пултараççĕ-и?
– Саккунпа палăртнă тăрăх, нумай ачаллă çемьене учета илнĕ хыççăн ача 18 çул тултарчĕ пулсан, çемьене черетрен кăлармаççĕ.
– Çемье район администрацийĕ сĕнекен çĕр участокне йышăнмасăр тăма пултарать-и?
– Паллах, пултарать. Ку е вăл критерисене кура нумай ачаллă çемьене çĕр участокĕ килĕшмест пулсан вăл ăна йышăнмасан та пултарать. Çĕр участокне илессине ун çине харпăрлăх прависене регистрациленĕ хыççăн та хирĕçлеме пулать. Çакăн валли ятарлă заявлени кăна çырмалла. Çĕр участокне илессине 3 хутчен хирĕçлекен нумай ачаллă çемьене черетрен кăлараççĕ, çапах та малашне çак çемьен çĕр участокĕ илес тесе заявлени тăратмалли ирĕк ыхланса юлать.
– Март уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн республикăра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн ĕçлĕ ушкăнĕ пулчĕ. Вăл Чăваш Ен 3 е ытларах ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парассипе мĕнлерех ĕçленине хакланă. Мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тунă-ха ятарлă комисси?
– Чăнах та, мартăн 29-мĕшĕнче пирĕн республикăра ятарлă комисси пулчĕ. Чи малтанах комисси членĕсем республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерес ĕçе еплерех йĕркеленипе, унтан Шупашкар хулин, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчи администрацисем çак енĕпе мĕнле ĕçленипе паллашнă. Тĕрĕслев результачĕсем тăрăх ĕçлĕ ушкăн Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çак енĕпе пурнăçланă ĕçне «лайăх» хак панă.
Источник: "Урмарская районная газета"