АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем - тулли хуравсем

25 мая 2013 г.

Тĕрлĕ ыйтусем - тулли хуравсем

Районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем – çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен канăвне, ĕçпе вырнаçтарассине йĕркелесси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çуллахи вăхăтра пушарсене хирĕç кĕрешекен тата шыв объекчĕсем патĕнче хăрушсăрлăх мероприятийĕсене ирттересси тата нумай хваттерлĕ çуртсенче коммуналлă пулăшусемпе усă курмалли нормативĕсене пăхса тухасси.

Информаци кунне ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕ В.Ефимов ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Информушкăн йышĕнче «Тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен институт» автономлă учреждени проректорĕ Ю.Викторов, Федераллă миграци службин ЧР Управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ В.Черничкин, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ А.Герасимов, «АККОНД» АУО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов пулчĕç. Чи малтанах яваплă çынсем районти хĕрарăмсене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене панă савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕç. Хаклă документа Çĕнĕ Мăнтăрти Гурьевсемпе Сидоровсен, Вăрмар поселокĕнчи Трофимовсемпе Льдиновсен, Кивĕ Вăрмарти Михайловсен, Эçпепери Ивановсен çемйисем тивĕçрĕç. Культура министрĕ В.Ефимов библиотека ĕçченĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламларĕ, районти чи лайăх библиотекарьсене ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ. Вĕсен шутĕнче Чупайĕнчи библиотекăра ĕçлекен В.Леонтьева та Хисеп хутне тивĕçрĕ (ÿкерчĕк çинче). Вера Николаевна Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнă, нумай çул библиотекарь тивĕçне Чупай ялĕнчи вулавăшра тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Культура министрĕпе В.Ефимовпа район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Кавалти информаципе культура центрне, библиотекăна, тавра пĕлÿ музейне çитсе курчĕç. Çавăн пекех вĕсем Арапуçĕнчи Çветтуй Микулай кунне халалласа ирттерекен уява уçнă çĕре хутшăнчĕç. Унтан информушкăн Пинерти культурăпа информаци центрне çул тытрĕ, çĕнĕ шкул строительствипе паллашрĕ.

Шăхаль. Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен председателĕ М.Пуклаков, «Тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен институт» учреждени проректорĕ Ю.Викторов Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Семеновпа тĕл пулса информаци кунĕн темисене шкул, культура ĕçченĕсен коллективĕсемпе сÿтсе яврĕç. Ю.Викторов проректор ялсенчи шкулсенчен вĕренсе тухакансене, районтан тĕллевлĕн вĕренме ярсан, медицина факультетне вĕренме илнĕ чухне çăмăллăхсем парасси çинчен каларĕ. «Медицина факультетне вĕренме кĕнĕ студентсен пĕлÿ шайне тепĕр хутчен тест йĕркипе экзамен ирттерсе тĕрĕслетпĕр», - каласа пачĕ Ю.Викторов. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов ачасене çуллахи вăхăтра районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси çинчен каларĕ. Михаил Анатольевич çуллахи вăхăтра пушарсем пулассинчен сыхланас тĕллевпе тивĕçлĕ мероприятисем ирттересси, коммуналлă пулăшу нормативĕсене пăхса тухасси пирки чарăнса тăчĕ. Шăхальсене ялта кĕпер хывас ыйту канăçсăрлантарать. Кĕпер тумалли проекчĕ хатĕр ĕнтĕ, ыйту укçа-тенкĕ куçарса парасси çинче тытăнса тăрать. Çавăн пекех полицин участокри уполномоченнăйĕ Л.Фадеев ялта сăмакун туса сутакансене явап тыттарассипе халăхпа пĕрле çине тăмалли çинчен каларĕ. Çавăн пекех информушкăн Чупай, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенчи çынсемпе тĕл пулчĕç, вĕсемпе тĕрлĕ ыйтусем тавра калаçусем ирттерчĕç.

Н.Петрова, Э.Михайлова.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика