22 мая 2013 г.

Юлашки икĕ уйăх Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен ярăмĕпе асра юлать. Çав шутра – федераци министрĕсен визичĕсем, республика Пуçлăхĕ Правительство шайĕнчи сумлă тĕл пулусене, экономика мероприятийĕсене, федераци, çĕршывсен политикине витĕм кÿрекенскерсене, хутшăнни... Чăваш Ен аталанăвĕн малашлăхне те палăртакан çак тата ытти пулăм çинчен республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев REGNUM информаци агентствине панă интервьюра каласа кăтартнă.
- Михаил Васильевич, нумаях пулмасть В.Путин Президент телеэфирта халăхпа пилĕк сехете яхăн калаçнă май çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем палăрчĕç. Ку темăсем çĕнĕлĕх мар. Анчах патшалăх ертÿçин çакнашкал уçă калаçăвĕнче регионсен влаçĕсемшĕн те сигналсем пур. Эсир мĕнле сигналсем илтĕр?
- Çивĕч темăсем пулчĕç, вĕсенчен нумайăшĕ тĕлĕшпе Раççей Президенчĕн шухăшне пĕлни интереслĕ. Владимир Владимирович хăйĕн иртнĕ çулхи май уйăхĕнче кăларнă Указĕсенчи тĕллевсене тепĕр хут çирĕплетрĕ. Урăхла каласан регионсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ улшăнми юлать: граждансен пурнăç шайне çĕклессине тивĕçтермелле, чи малтанах педагогика, медицина, социаллă сфера ĕçченĕсен, бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçине ÿстермелле.
Эпир хамăр çине вĕсен шалăвне çулталăкра тăватă хут ÿстермелли обязательство илтĕмĕр. Январĕн 1-мĕшĕнче ÿстертĕмĕр, унтан - апрелĕн 1-мĕшĕнчен, çавăн пекех - июль тата октябрь уйăхĕсенче. Обязательствăсене пурнăçлатпăр, çак тĕллевпе бюджетра 1,9 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.
Регионсен влаçĕсен тивĕçĕсен шутне кĕрекен ыйтусене илес тĕк - «тÿрĕ линире» çĕкленĕ чи çивĕч темăсенчен пĕри - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн пулăшу ĕçĕсен тарифĕсен ÿсĕмĕ. Ку ыйтăва Чăваш Ен Правительстви куçран вĕçертмест. Халĕ районсемпе хуласенчи ĕç-пуçа тепĕр хут пăхăпăр, цифрăсене тишкерĕпĕр.
- Хăйне евĕрлĕ пулăмсенчен пĕри - эсир Мускавра Японипе Раççей форумне хутшăнни, Япони посольствинче çав çĕршыв премьер-министрĕпе Синдзо Абэпе курнăçни. Çыхăну тытма маларах та хăтланса пăхнă, ку хутĕнче Чăваш Енпе Япони килĕштерсе ĕçлессин малашлăхĕ мĕнлерех?
- Премьер-министрпа вăл Раççее официаллă визитпа килнĕ май тĕл пултăм. Çак визит пирки сенсаци теме те пултаратăп. Икĕ çĕршыв хутшăнăвĕсем вунă çул «сивĕ» пулнă, халь вара Япони правительствин ертÿçи Мускава килчĕ. Пĕччен те мар - 120 бизнесменпа. Çав шутра - «Мицуи», «Мицубиси», «Тошиба», «Кавасаки», «Олимпус» корпорацисен, Японири ял хуçалăх кооперативĕсен «Дзен-Но» федерацийĕн ертÿçисем. Пĕрлехи 1 млрд долларлăх инвестици платформи туса хурасси çинчен калакан документсене алă пуснă.
Раççейпе Япони килĕштерсе ĕçлес тĕлĕшпе малашлăхлă виçĕ темăна палăртнă: медицина, ял хуçалăхĕ тата экологие тĕпе хуракан хула строительстви. Кашни енĕпех Чăваш Енре никĕс пур. Нумай ыйтупа, тĕслĕхрен, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç производствине çул парас, ачаранпах сывă апатлану йĕркелес тĕлĕшпе пирĕн шухăшсем пĕрешкел. Эпĕ премьер-министра хамăрăн тĕп экологи проекчĕ - йăлари хытă каяшсен полигонĕн строительстви - çинчен каласа патăм, вăл коммерципе çыхăнманнине, ăна федераци шайĕнче ырланине, пысăк ĕç тума ĕлкĕрнине пĕлтертĕм, проекта яппунсен технологийĕсем пулăшнипе вĕçлес кăмăлли çинчен каларăм. Синдзо Абэ господин çак сĕнÿсене кăсăкланса йышăнчĕ, пирĕн проекта Япони фирмисем хутшăнас ыйтăва тишкерме шантарчĕ, хамăрăн визит карточкисене улăштарса илтĕмĕр.
Уйрăммăн палăртасшăн: Японипе Раççейĕн экономика форумĕнче пирĕн патшалăхăн официаллă делегацийĕн йышне Раççейĕн темиçе регионĕн представителĕсене кăна кĕртнĕ, вĕсене посольствăна йышăнăва чĕннĕ - Чăваш Ен çак йышра пулчĕ. Çавна май Япони пирĕн республикăпа интересленнине çирĕплетрĕ, çак çĕр-шыв бизнесĕ пирĕнпе тĕрлĕ енĕпе килĕштерсе ĕçлеме хатĕррине палăртрĕ.
- Çуркунне пĕтĕм Раççей шайĕнчи пысăк мероприятисемпе пуян пулчĕ: Шупашкарти спорт форумĕ, унтан Раççей Правительствин Д.Медведев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче эсир тунă доклад, федераци министрĕ В.Скворцова килни тата сывлăх сыхлавĕпе иртнĕ пысăк канашлу, кун хыççăн федерацин тепĕр министрĕ, Ял хуçалăх министерствин ертÿçи, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров ертсе пынипе ирттернĕ канашлу. Малтанхи виçĕ мероприятире Чăваш Ене çак отрасльсенче лидер, тĕслĕх тесе палăртрĕç, ырă хаклавсем янăрарĕç, юлашки канашлура вара пачах тепĕр майлă пулчĕ - çитменлĕхсем çинчен çеç калаçрĕç. Республикăн ял хуçалăхĕнче чăнахах та питĕ япăх-и?
- Пĕлетĕр-и, эпир курнăçланма тăрăшмастпăр, хамăрăн ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатпăр. Федераци Правительстви пирĕн Чăваш Енри массăллă спорта, физкультурăна аталантарассипе çыхăннă ĕçе, сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнÿсене, уйрăммăн илсен реабилитаци енĕпе лайăх вăй хунине (Раççейĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ хутшăннă канашлăва шăпах çак ыйтусене халалланăччĕ) çапла пысăка хурса хаклать-тĕк, эппин, ăнăçлах ĕçлетпĕр пуль. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - юлашки çулсенче Чăваш Енре çынсем вăхăтлăх ĕçлеме пултарайман кунсен шучĕ 1,5 хут чакнă, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилесси 16 процент сахалланнă, паян республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын физкультурăпа, спортпа туслă.
Медицинăна мĕнешкел пысăк укçа хывнă! Чăваш Ен сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăпа кăна 4,8 млрд тенкĕ ытла илнĕ. 40 млрд тенкĕрен кăшт çеç пысăкрах пĕрлехи бюджетпа танлаштарсан - питĕ нумай. Кунта пысăк технологисене тĕпе хуракан медицина пулăшăвĕ кăна та мар-çке, çав шутра - поликлиникăсемпе больницăсене тĕпрен юсама янă укçа та. Çак тĕллевпе юлашки вунă çуллăхсенче укçа уйăрман.
Ял хуçалăхне илес пулсан - республика яланах - эпĕ ял хуçалăх министрĕ, Н.Федоров Президент пулнă вăхăтрах - патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли программине кĕртнĕ кăтартусемпе пирвайхи теçеткере пулнă. РФ Ял хуçалăх министерстви хакланă тăрăх - çак туртăм «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа упранса юлнă. Çапла, Чăваш Енĕн ял хуçалăхне объективлă сăлтавсене кура федераци шайĕнче малтисен шутне кĕртме май çук. Анчах вăл халăх хуçалăхĕн йĕркеллĕ аталанакан отраслĕсен шутĕнче пулнă, халĕ те çаплах. Тĕслĕхрен, юлашки пилĕк çула илес пулсан - типĕ 2010 çулпа пĕрле шутласан та республикăра производство калăпăшĕн индексĕн вăтам ÿсĕмĕ çуллен 4 процентпа танлашнă. Ку лайăх кăтарту.
Эпир хамăрăн ресурссене, шалти резервсене пĕлетпĕр, хамăрăн çитменлĕхсене те куратпăр, вĕсем пирки уççăн калатпăр. Чунпа та, ытти енĕпе те эпĕ - хресчен, çĕр çынни. Николай Васильевич пекех. Çавăнпа та республикăн ял хуçалăх отрасльне комплекслă майпа, лару-тăрăва тĕплĕ шута илсе хакламалла тесе шухăшлатăп. Пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкĕн уйрăм пайĕсене чакаласа кăларма, хавшак самантсене кăна уйрăммăн кăтартма кирлĕ мар. Çапла тунипе аш-какай, сĕт, тĕш тырă е çĕр улми ытларах пулмĕ. Ял хуçалăхĕ - ансат мар, ачаш тема, кăткăслăх пулнă, пур, пулĕ те. Кунтан ниепле те пăрăнаймăпăр.
- Асăннă канашлура процентсен, план кăтартăвĕсен цифрисем нумай пулчĕç.
- Чăнах та, палăртнă тематикăна тата çĕршыв çирĕм çул ытла ĕнтĕ рынок экономикин условийĕсенче пурăннине тĕпе хурсан хăш-пĕр сăмах тĕлĕнмеллерех янăрарĕ.
Тĕслĕхрен, Раççейĕн ял хуçалăх министерствин компетенцине нихăш енĕпе те пырса тивмен çул-йĕр строительстви пирки нумай калаçрĕç. Çав вăхăтрах ВТОна кĕнĕ условисенче сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илекенсен çивĕч ыйтăвĕсем пирки пĕр сăмах та пулмарĕ. Потребитель рынокĕнче вара паян çак продукци хакĕсем анса ларчĕç. Производствăна чакарас хăрушлăх пур. Кунашкал лару-тăру Чăваш Енре кăна мар, çакă нумай региона пырса çапрĕ. Çавна май республика аграрийĕсене аш-какай сахал туса илнĕшĕн айăпланине ăнланма май çук.
Е, калăпăр, республикăшăн бренд шутланакан çĕр улмие илер. Иккĕленместĕп: Чăваш Еншĕн çулталăкра 1 млн тонна çĕр улми çитĕнтересси - пурнăçлама май пур кăтарту. Анчах рынока, çĕр улмие туяннине те пăхмалла-çке. Çĕр улмие тирпейлессипе, упрассипе çыхăннă ыйтусене татса памалла - кĕркунне уйран мар, çуркунне-çулла, хаксем пысăкрах чух, сутмалла пултăр. Çапла тусанах аграрисем производствăна ÿстерĕç. Управсен строительстви тĕлĕшпе ырă кăтартусем пур-ха, анчах çĕр улмие тĕплĕ тирпейлес ыйтăва ерипен татса параççĕ.
Чăваш Ен çын пуçне çĕршывăн кăнтăр енчи регионĕсенчен сахалрах тĕш тырă туса илет тесе ÿпкелени пушшех вырăнсăр. Эпир миллионшар тонна тĕштырă çитĕнтерекен, Раççейĕн хак политикине йĕркелекен регионĕсемпе тупăшма пултарайманни паллă. Пирĕн - урăх аграри условийĕсем, урăхларах тĕллевсем.
Раççейĕн ял хуçалăх министерствинче хăйсен ĕçне хавхаланса пурнăçлани куç кĕрет. Анчах халĕ чиновниксем лайăх отчет тăвас тĕллевпе предприятисене «пысăклатнă обязательствăсем» илме хистенĕ вăхăтсем иртнĕ. Паян никам та тăкаклă ĕçлемĕ. Продукци сутăнмасть, рынок пахалăхсăр, анчах йÿнĕ импортпа тулса ларнă-тăк - производство калăпăшне мĕншĕн ÿстермелле;
- Федерацин аграри министерствипе çыхăну тытса ĕçлес малашлăх мĕнлерех?
- Хутшăнусене çирĕплетнĕ принципсемпе йĕркелетпĕр. Чи малтанах Раççей Правительствин йышăнăвĕсене тĕпе хурса мĕн пур регион ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене тÿлеме федераци бюджетĕнчен укçа илесси çинчен килĕшÿ тăвать. Кунта «паратпăр е памастпăр» позици пулма пултараймасть. Ку финанс ресурсĕсем должноçри çынсем, влаç органĕсем валли мар вĕт, аграрисем валли.
- Пĕтĕмĕшле Чăваш Ен экономики çине куçар. Иртнĕ çул республикăшăн ăнăçлă пуçланчĕ, Чăваш Ен машиностроени отраслĕнчи кризиса хыçа хăварса промышленноç производствин индексĕпе Федераллă Атăлçи округĕнче нумай вăхăт хушши лидер пулчĕ. Республика экономикинче 2013 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк мĕнлерех?
- 2012 çул кăтартăвĕсемпе эпир хамăрăн прогнозсемпе йăнăшмарăмăр. Октябрь уйăхĕнче чакма пуçларĕ пулин те промпроизводство индексĕ эпир кĕтнĕ пекех 107,2 процентпа танлашрĕ. Ку çулталăк ăнăçлах пуçланмарĕ: пĕрремĕш кварталта промышленноç производствин индексĕ 82,9 процент пулчĕ. Çакă пирĕн прогнозсем йăнăш пулнине пĕлтермест. Аса илтерем: эпир яланах экономика аталанăвĕн икĕ вариантне - лайăххине тата лайăхах маррине - шута илетпĕр.
Март уйăхĕнче лару-тăру йĕркеленме пуçларĕ. Февральтипе танлаштарсан промышленноç производствин калăпăшĕ 12,3 процент ÿснĕ, тирпейлекен производствăсенче - 20,3 процент. Халĕ хамăрăн цифрăсене çĕнететпĕр. Палăртам: федераци шайĕнче те тÿрлетÿсем кĕртеççĕ. Раççейĕн экономика аталанăвĕн министерстви малтанхи прогноз цифрисене, пĕлтĕр бюджет йĕркелĕвĕн никĕсне хунăскерсене, пĕчĕклетсе тÿрлетрĕ.
- Производство мĕншĕн чакнă? Ку вăхăтлăх пулăм-и е 2008-2009 çулсенчи тĕслĕхпе промышленноç вăрахлăха чакассин пуçламăшĕ-и?
- Кунта чи малтанах «Трактор завочĕсем» концерн, уйрăммăн илсен Канашри «Промтрактор-Вакун», такăнни витĕм кÿчĕ. Промышленноç производствин калăпăшĕ чакнин сăлтавĕсенчен пĕри - вăл туса кăларакан продукцие шалти рынокра сахалрах туянни.
Таможня союзĕн условийĕсен, Китайран продукци кÿнин витĕмĕ те палăрчĕ. Вĕсем хăйсен таварĕ йÿнĕрех пулнипе конкурссенче çĕнтереççĕ, анчах тепĕр чух çав тавар пахалăхĕ япăх.
Пĕрлех çакна та каласшăн: концерн комбайн заводне Чăваш Ене куçарма йышăнчĕ. Анчах машиностроенире производство ярăмĕ вăрах, çавăнпа та Шупашкарта туса кăларнă пирвайхи комбайн 2014 çултан маларах рынока тухаймĕ. Кирек мĕнле пулсан та пирĕншĕн ку çĕнĕ производство, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем.
Лару-тăрăва йывăрлатса кăтартма кирлĕ мар, анчах бюджет тупăшĕсен тухса ÿкекен пайне урăх çăл куçсемпе, çул-йĕрпе саплаштарма яланах хатĕр пулмалла. Пирĕн электротехника кластерĕн организацийĕсен майĕсем пысăк. Вĕсен производство ÿсĕмĕ те лайăх, пахалăхпа та, хаксемпе те конкурссенче çĕнтереççĕ. Тĕнчери паллă компанисене те, çак рынокра ĕçлекенскерсене, хыçа хăвараççĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ «Релавэкспо» форум пирĕн электротехника продукцийĕ туса кăларакан предприятисен хăвачĕ пысăккине, Раççейĕн тĕп энергетика компанийĕсем - «РусГидро», «Росатом», ФСК ЕЭС, «МРСК Холдинг», ыттисем - вĕсемпе кăсăкланнине çирĕплетрĕ.
Республика патшалăхăн пысăк саккасçипе çыхăну тытса ăнăçлă ĕçленин тĕслĕхĕ - Чăваш Ен Правительстви «Пĕрлештернĕ авиастроени компанийĕ» АУОпа Шупашкарти «Элара» предприятие саккассемпе тивĕçтересси çинчен тунă меморандума алă пусни. Ăна ОАК президенчĕпе М.Погосянпа Шупашкара килнĕ май алă пусрăмăр. Виçĕ çул хушшинче предприятие авиаци промышленноçĕн саккасĕсемпе тивĕçтерĕç, производство калăпăшĕ çуллен 15 процент ÿссе пымалла! Çакă ĕçлекенсене лайăх шалупа тивĕçтерĕ, мĕн пур шайри бюджета укçа кĕрĕ. Кăçалах «Эларăн» ОАК валли 3 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатмалла.
Ÿсĕмĕн тепĕр никĕсĕ - пĕчĕк тата вăтам бизнес, вăл бюджета пуянлатать кăна мар, нумай енĕпе ĕçсĕрлĕх ÿсĕмне те чарать. Бюджетран пулăшу кÿрессине çуллен ÿстеретпĕр, кăçал ку енĕпе çур миллиард тенке яхăн уйăрасшăн.
Юлашки вăхăтра страховани тÿлевĕсем ÿснине пула уйрăм предпринимательсен шучĕ чакни чылай калаçтарчĕ. Ку - пĕтĕм Раççей шайĕнчи страховани тÿлевĕсем пысăкланнипе сăлтавланнă туртăм. Çапах калам: пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх вĕсен шучĕ чакни предпринимательлĕхрен килекен налуксен калăпăшне витĕм кÿмен. Тĕпрен илсен хăйсен предпринимательство свидетельствисене ячĕшĕн çеç предприниматель шутланнисем, ку енĕпе ĕçлемен, çавна май налук тÿлемен çынсем тавăрса панă.
- Промышленноç производстви чакни бюджета тупăшпа тивĕçтерессине витĕм кÿрĕ-и?
- Тÿрех калатăп: пирĕн бюджет социаллă тĕллевлĕ, хамăрăн обязательствăсене мĕн пур енĕпе пурнăçлăпăр. Тĕп финанс документне хатĕрленĕ чух эпир консервативлăха тĕпе хуратпăр, çавна май хамăрăн тупăшсен калăпăшне шутласа палăртма аталанăвăн япăхрах сценарине шута илетпĕр. Ăна хăрушлăхран мĕнлерех хÿтĕленине, пĕтĕмпех лайăх шутланине тĕплĕрех ăнлантарам.
Хамăрăн 2013 çулхи тупăшсен планпа пăхнă калăпăшĕ 20,251 млрд тенкĕпе танлашать - 2012 çулхипе пăхсан ÿсĕм 8,5 процент. Хамăрăн тупăшсен калăпăшĕн 57,6 процент икĕ тĕп налукран тăрать: организацисен тупăшĕнчен илекен налук тата НДФЛ. Бюджетниксен ĕç укçи палăрмаллах ÿснине шута илсен уйрăм çынсен тупăшĕнчен килекен налук чакмалла мар.
Организацисен тупăшĕнчен илекен налук ÿсĕмне пĕлтĕрех 3,5 процент шайĕнче палăртнă. Чăннипе 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх вăл 5 процент пулчĕ. 2013 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне çак налук ÿсĕмĕ 27,3 процента çитнĕ. Çакă тĕпрен илсен иртнĕ çулхи кăтартусене çĕнĕрен шутланипе тата кăçалхи аванс тÿлевĕсемпе сăлтавланнă. Малашне çак ÿсĕм чакма пултарать, анчах кирек мĕнле пулсан та республика хăй çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлĕ.
- Оппонентсен шухăшĕпе - Чăваш Енĕн социаллă обязательствисем ытла та пысăк, вăл укçана аталанăва хывас вырăнне «бюджет çисе ярать». Çакнашкал критика вырăнлă-и?
- Ку критика мар, фактсемпе хăйсене кирлĕ пек выляни. Оппонентсем патшалăх инвестицийĕсен кризисченхи тата хальхи калăпăшĕсене танлаштарнă май темшĕн кризисченхи «тутă çулсенче» пысăк инвестицисене патшалăх парăмне нумай ÿстернипе саплаштарни пирки шарламаççĕ.
Çакна цифрăсем лайăх çирĕплетеççĕ. Раççей Финминĕн коллегийĕн апрелĕн 8-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче паллаштарнă материалсенче Чăваш Ене пĕрлештернĕ бюджетăн пĕтĕмĕшле тăкакĕсенчи тĕп хатĕрсен хакĕн ÿсĕмĕ 16,1 процента çитнĕ 21 регион шутне кĕртнĕ. Раççейĕпе ку кăтарту вăтамран 13,4 процентпа танлашать, Атăлçи округĕнче - 13 процент. Уçăмлатам: 15 процент иртни - шăпах аталану бюджечĕ. Унсăр пуçне хывакан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи чакнă вăхăтра Чăваш Енре федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче чи пысăк ÿсĕм хăвăртлăхне тивĕçтернĕ - 144 процент. Тепĕр цифра: 2012 çулта Чăваш Енре тĕп хатĕрсене хывнă бюджет инвестицийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2,1 млрд тенкĕлĕх пысăкланнă, 6,8 млрд тенке çитнĕ.
Çийĕнчен патшалăх парăмне пĕр такăнмасăр татса пыратпăр. Кăçал 5,7 млрд тенке яхăн тавăрмалла, çак виçен çуррине панă та ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех пĕтĕм ĕçе бюджет обязательствисемпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Акă вăл - общество финансĕсемпе ăнăçлă ĕçлени.
- Республика 2008-2009 çулсенче çул-йĕр строительстви валли илнĕ кивçене тавăрать-и?
- Çав шутра - ăна та. Ун чух Чăваш Ен парăмĕ икĕ хут ытла пысăкланнă, кайран та ÿссе пынă, 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10 млрд тенке яхăн капланнă. Ун чухне пирĕн кредиторсене республика ĕçлесе илнĕ кашни тенкĕрен 80 пус тавăрса пама тивнĕ.
- Халĕ регионсене кĕпĕрнаттăрсен суйлавне регион парламентĕнчи сасăлавпа улăштарма май пачĕç. Сирĕн шухăшăрпа, Чăваш Еншĕн мĕнле суйлав тытăмĕ вырăнлă?
- Эпĕ - регион ертÿçине пĕтĕм халăх тÿрĕ сасăлавпа суйлассишĕн. Чи малтанах - çакă влаçа лайăхрах ĕçлеме хистенипе. Тепĕр чух мана Чăваш Ен Пуçлăхне халăх суйламан, федераци центрĕ уйăрса лартнă тесе ÿпкелеççĕ, çавна май халăх хăйĕн прависене хĕстернĕн, патшалăх енчен хÿтлĕхсĕр туять имĕш. Çакăн витĕмĕ пур тесе шухăшламастăп, мĕншĕн тесен Мускавпа регионсен хутшăнăвĕсене йĕркелемелли принципсене саккун шайĕнче питĕ тĕплĕ çирĕплетнĕ - кĕпĕрнаттăра суйламалли мел пĕлтерĕшлĕ мар.
- Эсир хăвăр кĕрешĕве хутшăнма хатĕр-и?
- Кĕскен калас тăк - халăх шансан суйлава каятăп.
- Нумаях пулмасть пичетлесе кăларнă социологи ыйтăмĕсем шанăç ÿснине, унăн шайĕ çĕр-шыв ертÿçиннипе пĕрешкеллине кăтартать.
- Кандидатсене политика партийĕсем кăна тăратĕç, хăйсем тĕллĕн тăратакансем пулмĕç - çакна та шута илмелле. Çавăнпа та халăх шанăçĕсĕр пуçне йышăнăва парти хаклавне, обществăпа политика лару-тăрăвне, ĕç кăтартăвĕсене, чылай ытти саманта тĕпе хурса тумалла.
Кĕскетсе пичетленĕ.
Интервьюн тулли варианчĕпе ИА RECNUM сайтĕнче
(http://www.regnum.ru/news/fd-volga/chuvashia/1656570.html) вулама пултаратăр.
Источник: "Урмарская районная газета"