22 мая 2013 г.

Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче шкул ачисем валли патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă майпа усă курассипе Он-лайн режимĕнче уçă урок йĕркеленĕ.
Видеоконференцие республикăри вăтам шкулсенче, лицейсемпе гимназисенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Мероприятие Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ В.Иванов, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева уçрĕç. Мероприятие уçнă май, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов информаци технологийĕсем вĕрентÿре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă тата урокра илнĕ пĕлÿсемпе пурнăçра усă курма сĕннĕ.
Информаци политикин министрĕ В.Андреева вĕренекенсене порталăн электрон çăмăллăхĕсемпе активлăрах усă курма, малтанах хăйсене регистрациленме, кайран ашшĕ-амăшĕсене, аслашшĕ-асламăшĕсене пулăшма чĕнсе каланă. Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин специалисчĕсем патшалăх пулăшăвĕн порталĕн ĕçĕпе, электронлă майпа мĕнле патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма май пуррипе паллаштарчĕç.
Аслă классенче вĕренекенсене портал урлă вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăха ĕçе вырнаçма ыйтса заявлени çырма вĕрентрĕç.
Пĕтĕмĕшле Порталта республикăра пурăнакан 18 пин çын регистрациленнĕ, ун урлă 69 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕ илме пулать.
Уçă урока Вăрмар районĕнчи шкулта вĕренекенсем (ÿкерчĕк çинче) те хутшăнчĕç, çĕнĕлĕхсемпе хаваслансах паллашрĕç.
Э.Михайлова.
Источник: "Урмарская районная газета"