АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир вăранакан кайăк тутă пулнă

22 мая 2013 г.

Ир вăранакан кайăк тутă пулнă

Энĕшпуçĕнчи «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн çур акин хĕрÿ тапхăрĕ вĕçленчĕ теме те юрать. Районта пĕрремĕшсем хушшинче хуçалăхăн ĕçченĕсем кĕрхисене апатлантарса, çурхисене акса, çĕр улмине лартса та пĕтерчĕç. Хуçалăхăн çĕре те сахалах мар - 556 гектар.

- Лайăх çанталăкпа туллин усă курма тăрăшрăмăр. Тĕш тырăпа ытти культурăсене кăçал 357 гектар çинче имçамланă, элитлă вăрлăх акса хăвартăмăр. Кĕрхисене 80 гектар çинче вăхăтра апатлантартăмăр. Ĕççи пĕр кăлтăксăр, чăрмавсăр иртрĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисене ытлăн-çитлĕн кÿрсе хунă. Хуçалăх ĕçченĕсене пĕтĕм кăмăлтан палăртса хăварас килет. Уйрăмах Н.Семенов, А.Алексеев, В.Тихонов механизаторсем тăрăшса ĕçлерĕç. В.Беловпа И.Иванов водительсем вăрлăхпа вăхăтра тивĕçтерсе тăчĕç. С.Петровпа Г.Кузнецов сеяльщиксем ĕç пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕ пăхрĕç, - тесе пĕлтерчĕ И.Иванов, вăлах хуçалăха ертсе пыракансенчен пĕри (ÿкерчĕк çинче çур акине хутшăнакансен пĕр ушкăнĕ). Каласа хăвармалла, «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ тĕш тырăсăр пуçне çĕр улми çитĕнтерессипе те ĕçлет. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тĕрлĕ сорчĕсене çитĕнтереççĕ вĕсем, кăçал та пысăк тухăç паракан «Импала», «Каратоп» çĕнĕ йышши сортсене лартнă. Çак культурăна 75 гектар çинче лартса хăварнă.

П.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика