АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем курăмлă

12 декабря 2012 г.

Кивĕ Вăрмар шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухăва пуçтарăннă ашшĕ-амăшĕсен умĕнче шкул директорĕ С.Антонов шкул 2012-2013 вĕренÿ çулне хатĕрленни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Шкулта нумай çĕнĕлĕхсем туса ирттернĕ. Сăмахран, хĕр ачасемпе арçын ачасем валли туалетсем тунă, шкул çивиттине улăштарнă, столовăйне ăшă шыв кĕртнĕ. Шкулта 10 çĕнĕ компьютер вырнаçтарнă. Халĕ кашни 5 ачана пĕр компьютер тивĕçет. Çапла вара шкулта ачасене вĕренме пур условисем те çителĕклĕ. Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕн пĕтĕмлетĕвĕпе те паллаштарчĕ шкул директорĕ. Шкулта 8 отличник, 30 ударник вĕренеççĕ. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайман ачасем çук. Шкулти вĕрентекенсем ачасемпе уроксем хыççăн тĕрлĕ кружоксемпе секцисенче ĕçлеççĕ. Ачасене вĕри апат çитерессине шкулта лайăх йĕркеленĕ. Шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен шкул формипе тивĕçтерес ыйтăва та палăртрĕ вăл.

Шкулти вĕрентÿпе воспитани парас енĕпе ĕçлекен завуч Л.Аршинова ачасем хушшинче право йĕркине тĕрĕс тытса пымалли çинчен каларĕ. Шкул ачисем хушшинче право йĕркине пăснă тĕслĕхсем çук. Ашшĕ-амăшĕсен те ачасене шкул хыççăн вăхăта еплерех ирттерессине тĕрĕслесе тăмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Юлашкинчен ачасем Аннесен кунне халалласа концерт лартрĕç. Концертра юрăсем юрларĕç, тĕрлĕ ташăсемпе куракансене тыткăнларĕç, сăвăсем вулани амăшĕсен кăмăлĕсене чунтан килентерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика