12 декабря 2012 г.
Паянхи кун православи культурин пĕлтерĕшĕ анлăн сарăлса пырать пирĕн пурнăçра. Ку вăл çак предмета шкулсенчи вĕрентÿ программине кĕртсе çирĕплетнинченех паллă. Унсăр пуçне православи культурине ачасене вĕрентессине аталантарас тесе ирттерекен тĕрлĕ конкурссем, олимпиадăсем йĕркелени, шкулсенче ятарлă эрнесем ирттерни те пулăшать çамрăк ăрăва пурнăçра ĕненÿпе пĕрне-пĕри хисеплесе юратнипе пурăнма.
Çак тĕллевпех нумаях пулмасть Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта православи культурине вĕрентекен учительсен черетлĕ ларăвĕ «Мускав митрополичĕ Çветтуй Филипп (XXVI-мĕш ĕмĕр)» ятпа иртрĕ. Чи малтанах пленарлă ларăва православи культурине вĕрентекен ассоциаци ертÿçи О.Соколова çамрăк ăрăва кăмăл-сипет пуянлăхне аталантарасси çинчен сăмах каласа вĕрентекенсене район шайĕнче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен пĕлтерчĕ. Унтан çак темăна тăсса Кивĕ Вăрмар шкулĕнче аслă класра вĕренекенсемпе О.Соколовăпа Т.Степанова (Мăнçырмари вăтам шкул) уçă урок ирттерчĕç.
Татьяна Александровна ачасене XXVI-мĕш ĕмĕрти Иоанн Грозный патша вăхăтĕнчи йĕркесĕрлĕхсемпе хаярлăхĕсене хирĕç пулса айăпсăр халăх хутне кĕнĕ Çветтуй Филипп çинчен каласа пачĕ. «Паянхи кун та çак Çветтуй Филипп пирĕншĕн чун тасалăхĕн, çынна ăнланса хĕрхенекенĕн, юратса пулăшаканăн тĕслĕх пулса тăрать, - терĕ ачасене.
Çавăн пекех О.Соколова вĕрентекен халăха упраса, сыхласа тăракан турăшсем çинчен каласа Çветтуй Турă Амăшĕн пиçиххийĕн тĕлĕнмелле хăвачĕ çинчен ачасене ăнланмалла каласа пачĕ. Калаçупа кăсăкланнă ачасем вĕрентекенсене ыйтусем парса ăнланмалла хуравсем илчĕç.
Кивĕ Вăрмар шкулĕнче православи культурине вĕрентекен И.Меркурьева 4-мĕш класра «Çемье тĕрекне упракан çветтуйсем» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Вĕрентекенсем çак урока сăнласа панинчен 4-мĕш класс ачисем çак предмета юратса вĕренни куç кĕрет. Вĕренекенсем çыхăнуллă, тĕрĕс хуравсем параççĕ урокра, çемьери тăнăçлăха упракан çветтуйсем çинчен те хăйсен çемйипе çыхăнтарса тăрăшуллăн каласа пачĕç вĕсем. «Пурнăçа юратни, пĕр-пĕрин хушшинче туслăха упрани те ырă ĕçсен шутне кĕрет», - тесе пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.
Ларăва вĕçленĕ май О.Соколова пурне те çак пархатарлă ĕçре вăй-хал, сывлăх сунчĕ, малашлăхра палăртнă ĕçсене тăрăшуллăн, пысăк ĕненÿпе туса пыма сĕнчĕ ассоциаци ушкăнне.