12 декабря 2012 г.
Ют çынсене пĕр хутчен шăнкăравлама хăвăр карас телефонне париччен малтан тĕплĕн шухăшлăр. Çакăн пек чухне телефонсене çаратасси ытларах пулать. Çавăнпа та хăвăр телефона тÿрремĕнех шăнкăравлама ют çынна ан тыттарăр.
Енчен те эсир палламан çынна пулăшасшăн пулсан, хăвăр телефона алран ямасăр шăнкăравласа кирлĕ информаци пĕлтерĕр. Асăрхануллă пулăр, ултавçăсем васкавлă пулăшу чĕнтерме ыйтĕç е тата ача çухалнă теме те пултарĕç. Ку е тата ытти ыйтусемпе ытларах чухне çамрăксем пыма пултарĕç, малтанлăха пăхсан вĕсем çине пĕрре те ултавçăсем пек курăнмаççĕ. Ултавçă сирĕн телефона илсен, тÿрремĕнех тармасан та пултарать: вăл сирĕн телефонпа шăнкăравласа сирĕн счетри укçана илме пултарать.
Шăнкăравличчен е СМС яриччен малтан çак тÿлевлĕ пулăшу мĕн хака кайса ларнине пĕлме тăрăшăр. «Кĕске номертен» тăракан шăнкăрав ытларах чухне хаклă пулать. Çавăнпа та Абонент Службине шăнкăравласа ыйтса пĕлсен лайăхрах.
Ют çынсене нихăçан та тÿлев картин номерне ан калăр.Пĕр-пĕр пысăк парне çĕнсе илнĕ тесе е ытти информаци пĕлме сирĕн патне шăнкăравласа тÿлев картин номерне ыйтма пултараççĕ. Енчен те эсир тÿлев картин номерне каларăр пулсан, унпа эсир малашлăхра усă кураймастăр, мĕншĕн тесен картăри укçа тепĕр абонентăн счечĕ çине куçса пыма пуçлать.
Ют çынсемпе телефонпа калаçнă чухне вĕсен инструкцийĕсене пурнăçласа ан пырăр.
Палламан çынсем хăйсене сирĕн аякри тăван, сотовăй компанин, радиостанци, телевидени ĕçченĕсем тесе каласа пĕр-пĕр парне сĕнме пултарĕç. Çавна май сире СМС яма, телефонпа цифрăсем наборлама ыйтĕç. Çак ĕçсене пĕрне те ан пурнăçлăр.
Палламан çынсене хăвăрăн информацие ан парăр. Эсир мĕн тунине, ăçта пулнине та ăçта кайнине е каяссине никама та ан пĕлтерĕр. Енчен те кун пирки каларăр пулсан, çакă сирĕншĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарĕ.
Енчен те эсир ултавçăсен серепине лекрĕр пулсан мĕн тумалла-ха?
Тÿрремĕнех право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтермелле. Кун пирки тата Абонентсен службине шăнкăравламалла.
Ултавçăсем мĕнлерех суяççĕ тата вĕсенчен хÿтĕленесси
Сирĕн телефонра ют çынсен телефон номерĕсем палăрчĕç пулсан, çак номерсемпе ан шăнкăравлăр. Кун пек чухне сирĕн 100-шер тенкĕ укçа пĕтме пултарать.
Сирĕн телефон çине ют çын номерĕпе лотерея вылявĕн, конкурс çĕнтерÿçи тесе СМС килчĕ пулсан, сире шăнкăравлама ыйтаççĕ. СМС паллă телеканал, радиостанци, сотовăй компани ячĕпе те килме пултарать. Парне илме сире палламан телефон номерĕпе шăнкăравлама ыйтса ярĕç. Çак шăнкăрав вара çĕршер-çĕршер тенке кайса ларма пултарать. Тепĕр чухне тÿлев картин номерне те ыйтма пултараççĕ. Кун пек ултава ан лекĕр!
Ултавçăсенчен мĕнлерех хÿтĕленмелле-ха?
Ют телефон номерĕ çине нимĕнле СМС пĕлтерÿ те çырса ан ярăр. Çавăн пекех тÿлев картин номерне те ан калăр. Радиостанципе е телеканалпа урăх номерпе çыхăнса илĕр, парне выляни çинчен информаци ыйтса пĕлĕр.
Ют телефон номерĕнчен укçа куçармалли пирки СМС килме пултарать. Калăпăр: «Ваня аварине лекнĕ. Васкавлă пулăшу чĕнейместĕп. Тархасшăн укçа телефон çине хур. Вика.» Çакăн пек лару-тăрура чылай чухне Вика ячĕ е тата урăх çын патне ыйтса яни тĕрĕс тухма та пултарать, эсир те çав çынна паллама пултаратăр. Ку ултава ан çакланăр. Тата тепĕр СМС çыру: «Юлташăм, часрах укçа хур, эпĕ сан пата шăнкăравлаймастăп!» Çакна та суйса çырнă. Кун пек лару-тăрура нихăçан та тÿрех палламан çын номерĕ çине укçа ан хурăр. СМС та ан çырăр. Хăвăр паллакан инкеке лекнĕ çынпа урăх номерпе шăнкăравласа пĕлме тăрăшăр.
Сирĕн телефон çине ют номерпе: «Ăçта эсĕ? Мĕн тăватăн?, Ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ?», - тесе çырса яма пултараççĕ. Ултавçăсем сире ытларах калаçтарма тăрăшаççĕ, унпа пĕрлех сирĕн кашни пĕлтерĕвĕ питĕ хакла кайса ларма пултарать. Ултавçăсем кун пек чухне сирĕн телефонри укçана туртса илме пултараççĕ. Çавăнпа та ют номер çине СМС пĕлтерÿсем çырма ан тăрăшăр. Оператор ячĕпе сирĕн телефон çине укçа куçни çинчен калакан пĕлтерÿ килет. Унта сирĕн баланс çине укçа куçарнă чухне номерпе йăнăшни çинчен пĕлтерсе укçана тавăрса пама ыйтĕç. Кун пек чухне хăвăр тĕллĕн укçа куçарса ан парăр, шăнкăравлакана абонент службине шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатмаллине калăр.
Сире телефон çине пĕр-пĕр программа кĕртме ыйтса çырса ярĕç. Ку ĕçе те хăвăр тĕллĕн ан тăвăр, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр программăна телефон çине кĕртнĕ чухне вирус пулма пултарать. Телефон çине антивирус лартăр.