АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра та сыхлăх кирлĕ

12 декабря 2012 г.

Çĕнĕ çул уявĕ çывхарнă май çынсем елкăсем, теттесем, парнесем хатĕрлеме тытăнаççĕ. Сирпĕтмелли, фейерверкпа салют ямалли пиротехника хатĕрĕсем туянаççĕ. Вĕсемпе уявсенче усă курасси питĕ анлă сарăлнă. Анчах та вĕсемпе усă курма пĕлменни инкек патне илсе пырать. Пиротехникăпа ун евĕр тытăмлă хатĕрсен хăрушсăрлăхне кăтартакан техника регламентĕнче шартлаттармалли чи пĕчĕк япаласем пирки те çирĕп требованисем тăратнă. Çавăнпа та пиротехникăпа усă куракансен çак рекомендацисене пĕлмелле:

- Пиротехника продукцийĕсене лавккасенче, киосксенче, павильонсенче кăна илĕр. Пурăнмалли çуртсенче, вокзалсенче, чукун çул станцийĕсенче, обществăлла транспортра, çул урлă каçмалли тата çĕр айĕнчен çÿремелли вырăнсенче пачах та сутма юрамасть;

- Тавар çинче ванчăксем, юрăхсăра тухнă, упрамалли вăхăчĕ вĕçленнĕ пулсан ан туянăр. Таварăн сертификачĕ, инструкцийĕ пулмалла;

- Сутуçăран сертификат копийĕсене ыйтăр, таварăн ытти докуменчĕсене пăхăр. Вĕсенче тавара хăçан тата мĕнле предприяти кăларни, мĕнрен хатĕрлени çинчен паллă пулмалла. Документсенче пичетпе алă пусни кирлĕ;

- 16 çула çитмен ачасене пиротехника хатĕрĕсене сутма юрамасть.

Уявсене усăллă та инкексемсĕр ирттерес тесен чи кирлĕ правилăсене пăхăнмалла. Вĕсем йывăр мар.

Елкăна шанчăклă тĕрев çине лартмалла. Тухмалли алăксенчен, хутса ăшăтмалли приборсенчен аякра пултăр, турачĕсем шторăсемпе чÿрече каррисене, хăвăрт çунакан ытти материалсемпе япаласене лексе ан тăччăр. Елкăна капăрлатма заводра тунă тата юсавлă гирляндăсемпе кăна усă курмалла.

Çĕнĕ çул елкин уявне ирттернĕ чухне çитĕннисен пăхсах тăмалла. Уявшăн яваплă çынсен çулăм тухас пулсан мĕн тумаллине пĕлмелле. Пушар тухсан пĕр тăхтаса тăмасăр 01 номерлĕ телефонпа пушар хуралне чĕнсе илĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика