АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав уйăхĕ - çулталăкăн çĕрлехи вăхăчĕ

12 декабря 2012 г.

Раштав - ăмăр çанталăк вăхăчĕ, çулталăка вĕçлесе хĕл пуçлать. Раштав - шартлама сивĕсен уйăхĕ, юр кĕрчĕсемпе куçа савăнтарать, сивĕпе хăлхана çунтарать. Раштав ĕçчен шыв çине кĕпер хывать, çунасем валли çул тăвать, чÿрече кантăкĕсене эрешлет. Раштавра хăвăрт тĕттĕмленет те часах çуталмасть.

Сивĕ. Шăплăх. Ялсем çинче кăмакаран тухакан сĕрĕм çÿлелле юпа пек хăпарса хăй евĕрлĕ илемлĕн курăнать.

Авалхи ал çырăвĕсенче çулталăкри вăхăтсем çинчен хĕл вăхăтне амаçури амăш пек сăнласа панă: «Хаяр та хĕрхенÿсĕр: савать те, асаплантарать те, ырă та тăвать, каллех чĕтретет, хамăр çылăхсене пула выçăпа та асаплантарать», - тенĕ.

Декабрь уйăхĕнче çĕр хĕвел ăшшине питĕ сахал илет, мĕншĕн тесен шурă юр çути хĕвел пайăркисене хăйĕнчен каялла тĕксе ăшша ямасть. Çак уйăха «ăмăрлă» вăхăт та теççĕ. «Нумай юр - çăкăр пулать. Юр айĕнче çĕр канать. Çĕр шăнмасан çĕрĕн сĕткенĕ пулмасть. Хĕл çу вăхăтне туса парать», тенĕ халăхра.

Декабрĕн 1-мĕшĕ - çийĕнчех асăрхаттару: асту хĕле пăх! Платунпа Роман кăтартĕ-ха пире хĕл мĕнлерех иккенне. Çĕр тарăна шăнмасан çанталăк улшăнуллă пулать.

Декабрĕн 4-мĕшĕ - «хĕл хапхи», «кÿртĕм». Кÿртĕм вăхăчĕ пăрпа хупланса ларать. Хĕл хапха патне çитсен те васкамасть: хăвăрт та ларать е васкамасть те.

Декабрĕн 5-мĕшĕ - Прокоп. Кĕртсене чавса çул уç. Уйри аслă çулсем икĕ енĕпе аташса каясран йывăç тураттисенчен маяксем лартса тухнă.

Кĕтерне çунапа хĕллехи Егор патне каять тенĕ декабрĕн 7-мĕшĕнче. «Кĕтерне кунĕ çитрĕ - çунашкапа ярăнма вăхăт» - тенĕ халăхра. Ача-пăча сăрт-ту çинче ушкăнпа ярăнасси пуçланнă. Çулсем тăрăх çăмăл çунасем кÿлнĕ лашасем тăман кăларса ăмăртнă.

Декабрĕн 9-мĕшĕ - сивĕ Юрий е хĕллехи Егорий кунĕ. Çак кун «Вăт сана асанне, Юрьев кунĕ» - текен халăх сăмахлăхĕпе çыхăнса тăрать.

Руç çĕрĕнче XVI ĕмĕрччен чухăн хресчен ирĕкре пулнă. Вăл хăш улпут патĕнче ĕçлес тет е ĕç пĕтсен ăçталла тухса каяс тет çак кун ĕçленĕшĕн илсе тухса кайнă (Юрьев кунĕ). 1607 çулта закон йышăнса хресченсене улпутсем çумне крепосла йĕркепе пачах çирĕплетсе хунă: вăл ниçта та хăпайман.

Декабрĕн 14-мĕшĕ - «Грамотник». Ĕлĕк шкулсем пулман, çавăнпа та çак кунтан пуçласа вĕренес текенсем вара тиечуксем, отставкăри салтаксем е ялта хут пĕлекенсем патне вĕренме çÿре пуçланă.

Декабрĕн 19-мĕшĕ. Хĕллехи Микула кунĕ. Хĕллехи Микула мĕн чухлĕ юр пухать, çурхи çавăн чухлĕ шыв парать. Çак кун йывăçсем пасарсан, килес çук пуян, пулăхлă пулмалла, Микула çитмесĕр хĕл пулмасть.

Декабрĕн 22-мĕшĕ. Хĕллехи Анна кунĕ - чи кĕске кун. Хĕл çирĕпленсе çитет. Çакна асăрханă: юр картасем çумĕнченех выртсан - çуллахи кунсем япăх, картапа юр кĕрчĕ хушшинче хутлăх юлсан - пулăхлă çу кунĕсене кĕт.

Декабрĕн 25-мĕшĕ. Кивĕ каландарьпе - Сурхури кунĕ. Хĕвел ялтăркка пайăркасемпе çутатсан, Çĕнĕ çул уяр та сивĕ килет, çанталăк пĕлĕтлĕ пулсан, йывăçсем пасарсан - Çĕнĕ çул та пĕлĕтлĕ, сивĕ мар пулать. Хĕвел - çу еннелле, хĕл сивĕ еннелле çаврăнать. Упа хăйĕн шăтăкĕнче тепĕр аяк çине çаврăнса выртать.

Декабрĕн 29-мĕшĕ. Агей кунĕ. Çак кун пас тытсан, эрнипех ăшă пулать, сивĕ пулсан, кăшарние çитиех сивĕ тăрать.

Декабрĕн 31-мĕшĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи каç, юмăç пăхаççĕ, тÿпе çăлтăрлă пулсан - çу çырлаллă пулмалла теççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика