17 мая 2013 г.
Вăрмар тăрăхĕн историпе тавра пĕлÿ директорĕ В.Цыфаркин, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Васильев, Ю.Егоров художник, Кĕлкеш шкулĕнче вĕренекенсемпе Н.Афанасьева халалласа йĕркеленĕ музейра тĕл пулу ирттерчĕç.
Чи малтанах çамрăк экскурсоводсем музей историйĕпе, экспоначĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Ун хыççăн И.Я.Яковлев çинчен калаçу пуçланчĕ. Вăрмарти историпе тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин ачасене И.Я.Яковлевăн мухтавлă ĕçĕсемпе, сăн ÿкерчĕкĕсемпе, кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн А.Васильев, хăй художник пулнă май, И.Я.Яковлевăн вĕренекенĕсем хушшинче сăнарлă искусствăпа интересленекенсем пулни çинчен каласа пачĕ. Вĕсен шутĕнче Константин Иванов пулнă.
Ю.Егоров Т.Дорофеевăн сăвă кĕнеки валли хатĕрленĕ иллюстрацисемпе паллаштарчĕ.
РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов ачасене И.Я.Яковлева халалласа çырнă поэмисене, сăввисене вуласа пачĕ, шкул музейне кĕнекесем парнелесе хăварчĕ.
О.НАРСОВА, экскурсовод.
Источник: "Урмарская районная газета"