17 мая 2013 г.
Январĕн 17-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра И.Яковлевпа Н.Никольский юбилейĕсене халалласа чупу ирттерес пирки манăн статья тухрĕ. Ун хыççăн хаçатăн тĕп редакторĕ А.Леонтьев патне кĕрсе калаçрăм. «Ирттерме тăрăшатпăр», - терĕ. Эпĕ, малтанхи икĕ чупăвĕнче те пулнăран, çине тăмах шухăшларăм çак 3-мĕш чупăва ирттерме. Чупу вĕт 5 çулта пĕрре пулать, 4-мĕш чупăва кĕтсе илейрĕп-ши? Ун чухне эпĕ 80 çулалла çывхарăп та-ха.
Мана комисси членне кĕртрĕç, чупу ертÿçин çумĕ пулма çирĕплетрĕç. Ултă кун чупасси çăмăл мар, çамрăксемпе пĕрле татах та.
Пирĕн тĕп чупуçăсем вунă çын пулчĕç: 44 çулти А.Иванова, Европа, Тĕнче чемпионки (вăлах ертÿçĕ), пĕрремĕш чупура пулнă 48 çулти Т.Григорьева, эпĕ 74 çулта пыратăп. Ыттисем - студентсем, пурте пĕрремĕш хут супермарафонра чупаççĕ. Пĕрремĕш маршрут Кăнна- Кушкинчен Пăва (Тутарстан), Елчĕк районĕсем витĕр Купăрляна (Етĕрне районĕ) 400 çухрăм пулнăччĕ, иккĕмĕш Шупашкартан Шăмăршă, Çĕпрел витĕр - 380 çухрăм. Хальхи вара чи вăрăмми - 450 çухрăм, 10 район тăрăхĕ витĕр чупрăмăр. Пире ЧР спортпа туризм министерстви, «Хыпар» хаçат ертÿçисем ятарлă график туса панă, пирĕн çавăн тăрăх митингсем, тĕл пулусем иртмелли вырăнсене вăхăтра çитмелле. Апат вăхăчĕсем те график тăрăх пулнă. Кашни район чиккинче пире çăкăр-тăварпа пĕчĕк концерт программипе кĕтсе илчĕç. Эпир, тĕп чупуçăсем, Раççей, Чăваш, Тутар ялавĕсемпе чупнă. Пирĕн хыçра вырăнти шкул ачисем, спорта юратакансем 25-30-шар çын пынă, вĕсем эстафетăна кÿршĕ ял ачисене панă. Çапла çак чупăва 6 кун хушшинче пин-пин çын хутшăнчĕ. Тĕрлĕ музейсемпе, шкулсемпе пире паллаштарчĕç, вĕсем пурте чăвашлăхпа, чăваш халăхĕн чапа тухнă çыннисемпе çыхăннă. Эпĕ 3-мĕш хут чупнăран мана паллакансем те нумай тупăнчĕç, юрă юрлама ыйтрĕç. Çĕпрелпе Купăрляри концертсенче чăваш юррисем юрласа патăм. Музейсене, шкулсене хамăн кĕнекесене парнелерĕм. Апрелĕн 29-мĕшĕнче 18 сехетре Шупашкарта И.Яковлев палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ, унта пире, 10 çынна, тăрăшнăшăн çĕнĕ кроссовкăсем парнелерĕç. Чупу вĕçленсен Купăрляра республика пуçлăхĕ М.Игнатьев алă пуснă чупу сертификачĕсемпе чысларĕç. Чупу çăмăл мар иртрĕ, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче çумăр витĕр, ытти районсенче те сивĕ çиле хирĕç чупрăмăр. Спортсменсем чăтăмлăх кăтартрĕç, нăйкăшакан, чирлекен пулмарĕ.
Пăва районĕнчи «Тăхăрьялăн» пĕрлештернĕ музейĕнче хамăр районти музей директорĕ В.Цыфаркин панă документсене, хамăн кĕнекене парнелерĕм. Чупура иртнĕ тĕл пулусем халĕ те куç умĕнчех, ĕмĕрлĕхех асра юлĕç.
Тата çакна каласшăн. Тутар Республикинчи чăваш ялĕсенчи ачасем пирĕнпе хутшăннă чухне чăвашла питĕ таса калаçни тĕлĕнтерчĕ. Чăваш Республикинчи çамрăксем вара чăвашла-вырăсла пуплеççĕ, пирĕн студентсем питĕ тĕлĕнчĕç, вĕсем пек пулма тăрăшрĕç.
Н.МИХАЙЛОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"