17 мая 2013 г.
Кăçалхи май уйăхĕнчен инвалид-ачасене, ачаран пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем пенси çумне хушма тÿлев пирĕн республикăра 6,4 пин çын илсе тăма тытăнчĕ, районта социаллă пенси тÿлевĕ 129 çыннăн ÿснĕ.
2013 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчи 51 номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен инвалид-ачасен, ачаран пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен социаллă пенсийĕ ÿснĕ. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен вăл 8861 тенкĕ те 54 пуспа танлашнă. Кăçалхи май уйăхĕнче пенсипе пĕрле хушма тÿлев те параççĕ. Инвалид-ачасене тата ачаран пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене социаллă пенси ÿстересси РФ Президенчĕн 2012 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи 1688 номерлĕ Хушăвĕпе пурнăçланса пырать.
РФ Пенси Фончĕн Чăваш Республикинчи районти Управленийĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"