17 мая 2013 г.
Çу пуçламăшĕпе кĕр пуçламăшне мĕн пĕрлештерсе тăрать; Паллах, тĕрлĕ вăхăтсен улшăнăвĕ. Анчах вăл кăна та мар - çак вăхăтра çамрăксем çара каяççĕ, чăн-чăн арçын пулса таврăнаççĕ.
Çак вăхăтра ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕнчен вуншар-вуншар çамрăк çар ретне тăрать. Ентешсем çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, çакна çар чаçĕсенчен ашшĕ-амăшĕсем патне килекен Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ.
Акă çу пуçламăшĕн пĕрремĕш кунĕсенчех Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Геннадийпе Елена Николаевсен çемйине те çак Тав хучĕ çитнĕ. Вĕсен ывăлĕ, Дмитрий Геннадьевич, пĕлтĕрхи çуркунне çар ретне тăнă. Служба Приморск крайĕнчи Чугуевка ялĕнче иртет. Çар тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлать вăл. Çакна çар чаçĕн командирĕ А.Самойлов алă пуснă Тав çырăвĕнче уçăмлăн кăтартнă.
«Дмитрий - тÿрĕ чунлă, йĕркене пăхăнакан çар çынни, хăйне шанса панă хĕç-пăшала ăста пĕлет, батальонри обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать. Батальонра ирттернĕ кăтартуллă тактика вĕрентĕвĕ вăхăтĕнче вăл хăйĕн пултарулăхĕпе ĕçе юратнине кăтартса пачĕ. Çар тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пынипе командирсемпе хăйĕн юлташĕсем хушшинче - хисепре. Командирсем ăна пĕр хут кăна мар хавхалантарнă.
Çар командованийĕ сире çакăн пек ывăла çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тăвать, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем тума сунать.
Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Людмила Петровнăпа Иван Иванович Исаевсем вара 2012 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче икĕ йĕкĕреш ывăлне, Михаилпа Ивана, Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне ăсатнă. Халĕ вĕсем çар тивĕçне Свердловск облаçĕнчи Березовский хулинче вĕçлесе пыраççĕ. Тăватă ачаллă çемьере вĕсем - кĕçĕннисем, анчах кĕçĕн ача - ачаш ача тени вĕсем пирки мар. Пур ĕçе те пĕчĕкренех хăнăхнăскерсем, шкул хыççăн пĕлÿ илме ăнтăлнă. Ваня Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕнĕ, Миша Мускава «парăнтарма» çул тытнă. Вăхăт çитсен çар тумне тăхăннă. Иккĕшĕ те пĕр чаçре службăра тăраççĕ терĕмĕр. Иккĕшĕ те тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, грамотăсене те тивĕçнĕ. Çар командованийĕнчен Тав çырăвĕ килсен Людмила Петровна (вăл район больницин хирурги уйрăмĕнче санитарка пулса ĕçлет), Иван Алексеевич (Тутар республикин Зеленодольск хулинче вăй хурать), паллах, питĕ савăннă. Çĕршыва юрăхлă çын ÿстересси, инçетрен ырă хыпар илсен кам мăнаçланмĕ. Мишăпа Ваня çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа тăван тăрăха таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем.
В.ТОЛМАТОВ.
Источник: "Урмарская районная газета"