17 мая 2013 г.

Юлашки çулсенче Чăваш Енре шкул вĕрентĕвне çĕнетесси пирки чылай калаçаççĕ. Ку таранччен мĕн пурнăçланă тата пирĕн шкулсене малашлăхра мĕн кĕтет? Çакă тата ытти ыйтусем çине ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрне Владимир Иванова хуравлама ыйтрăмăр.
- Владимир Николаевич, пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн системине çĕнетес ĕç иккĕмĕш çул пырать. Çак вăхăтра мĕнлерех улшăнусем пулса иртрĕç?
- Чăваш Енре вĕрентÿ системине çĕнетесси, вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстересси, çамрăк специалистсене шкулсене явăçтарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерекен тĕп факторсенчен пĕри вăл вĕрентекенсене тивĕçлĕ ĕç укçи парасси. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев республика Правительствине çак ыйтăва кĕске вăхăтра татса памаллине палăртнă, эпир вара ку енĕпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. 2012 çулта шкулсенчи вĕрентекенсен ĕç укçи вăтамран 15655 тенкĕ пулнă, кăçалхи январь-март уйăхĕсенче вара 17300 тенкĕне çитнĕ, регионти вăтам ĕç укçин шайĕпе танлашнă. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьевăн вĕрентекенсен ĕç укçине çеç мар, воспитательсемпе музыка предметне вĕрентекенсен, логопедсен, физкультура предметне вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстермелли çинчен калакан хушăвне эпир пурнăçласа пыратпăр. Кăçал та ку енĕпе ĕç малалла пырать.
- Вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстернисĕр пуçне шкул вĕрентĕвĕн системине çĕнетессин программине мĕнлерех мероприятисем кĕнĕ?
- Чылай укçа-тенкĕ шкулсенчи пурлăхпа техника, вĕрентÿпе лаборатори базисене çирĕплетме уйăрнă. Тĕслĕхрен, эпир шкул автобусĕсен паркне, вĕсенче ГЛОНАСС системине лартнисĕр пуçне çĕнĕ машинăсем, хальхи йышши компьютерсем туяннă, вĕсене кашни шкула çитернĕ, библиотекăсем вара çĕнĕ учебниксемпе пуянланчĕç.
Иртнĕ çул капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 271,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май чылай шкулсен çивиттисене çĕнĕрен витнĕ, чÿрече рамисене улăштарнă, санузелсене юсанă.
Шкул ачисен апатланăвне йĕркелессипе, ал-ура тĕрекĕсĕр ачасене дистанциллĕ вĕрентÿ парассипе активлă ĕçлетпĕр.
Вĕрентÿ ĕçĕнче паян пулса иртекен ĕç пĕр тĕллевпе пулса пырать: пахалăхлă вĕрентÿ парассипе малалла та ĕçлемелле. Кунта вара кадрсен, пурлăхпа техника базин вăй-хăватне явăçтармалла.
- Кăçал малта пыракан мĕнлерех енсене пурнăçлама палăртрăр?
- Кăçал иртнĕ çулхи пекех укçа-тенкĕпе ытларах шкул çурчĕсене капиталлă юсав ĕçĕсем тума палăртнă. Çак ĕçсене пурнăçлама 144,200 миллион тенкĕ уйăрнă. Учебниксем туянма - 196,960 миллион тенкĕ, çавăн пекех вĕрентÿпе лаборатори, вĕрентÿпе производство, компьютер, спорт оборудованийĕсем, шкулсен столовăйĕсем, шкул автобусĕсем валли оборудованисем илме уйăрнă. ЧР республика, вырăнти тата тулашри бюджетсенчен шкул вĕрентĕвне çĕнетме 591,7 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Çак кунсенче пирĕн министерство районсемпе ку енĕпе килĕшÿсем тума тытăнать. Кунта иртнĕ çул районсем ку енĕпе хăйсен тивĕçне мĕнлерех шайра пурнăçланине те шута илетпĕр.
- Владимир Николаевич, аслă классенче вĕренекенсем валли вĕрентÿ тÿлевлĕ пулать текен калаçу та пулнăччĕ пĕр вăхăт. Ашшĕ-амăшĕсем те хумханаççĕ. Эсир çак ыйтăва уçăмлатса параймăр-ши?
- 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» çĕнĕ саккун вăя кĕрет. Асăннă саккунăн 5-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пур граждан та (арçын ача е хĕр ача, хăш расăран пулнине пăхмасăрах) пĕтĕмĕшле пĕлĕве (пуçламăш, пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам пĕлÿ) тÿлевсĕр илет. Çавăнпа та тÿлевсĕр пĕлÿ аслă классенче паян та, малашлăхра та саккунпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр пулĕ.
- Манăн тепĕр ыйту шкул вĕрентĕвĕ çинчен çеç мар, шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвĕ çинчен пулĕ. «РФ вĕрентÿ çинчен» калакан çĕнĕ саккунра ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ пирки мĕнлерех çĕнĕ улшăнусем кĕртнĕ? Çемье бюджетĕнче мĕнлерех палăрĕ вăл?
- Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ачана ача садĕнче пăхнăшăн 20 процентран мала тÿлемест. Тĕрлĕ вырăнта çак тÿлев 500 тенкĕрен пуçласа 1200 тенкĕпе танлашать. Вырăнти бюджетсен расхучĕсем тĕрлĕ муниципалитетсенче уйăхне 3 пин тенкĕрен пуçласа 6 пин тенкĕ таран çитеççĕ. Ку суммăна вĕрентекенсен ĕç укçи, ачасен апатланăвĕ, пĕтĕм пулăшу ĕçĕсем, çав шутран коммуналлă пулăшусем те кĕреççĕ.
2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 20 процентлă тÿлев пулмасть, ашшĕ-амăшĕсен тÿлевĕ çĕнĕ йĕркепе пулĕ. Çĕнĕ саккунпа палăртнă тăрăх, унта ача сачĕсене юсассин, вĕсенчи ĕç çыннисене укçа тÿлессин расхучĕсем кĕмеççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ашшĕ-амăшĕсем ачисене апатлантарнишĕн, вĕсене пăхнăшăн кăна тÿлеççĕ.
Унсăр пуçне ача садне çÿрекен ачашăн компенсаци тÿлевĕ сыхланса юлать. Пĕрремĕш ачашăн - 20, иккĕмĕш ачашăн - 50, виççĕмĕш ачашăн вара 70 процент. Енчен те ача садне çÿрекен ачашăн тÿлев ÿсет пулсан унпа пĕрлех компенсаци укçи те ÿсет. Çемье бюджечĕн расхучĕсем ÿсессипе чакасси депутатсен Пухăвĕсен йышăнăвĕсенчен килеççĕ. Вĕсен тивĕçлĕ йышăнăвĕ тăрăх ача садне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен тÿлев пайне палăртаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"