АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре çити пуç таятпăр

17 мая 2013 г.

Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 68 çул çитнине халалланă савăнăçлă митингсем майăн 8-мĕшĕнче районти пур ял тăрăхĕсенче те иртнĕ. Вăрçă нуши пур кил алăкĕнченех шакканă-çке. Çавăнпах ĕнтĕ çурхи ĕççи пынине пăхмасăрах чылайăшĕ вăхăт тупса ялти палăксем умне пырса вăрçăра пуç хунисене, сывă таврăннисене, тыл ĕçченĕсене сума сурĕç.

Арапуç ял тăрăхĕ. Çак аслă кунпа çыхăннă мероприятисене вăрçă ветеранĕсем (вĕсем халĕ иккĕн юлнă - И.Иванов тата В.Теплов), тыл ĕçченĕсем, салтак арăмĕсем, шкул ачисем, учительсем, ял тăрăхĕн администрацийĕн, культура ĕçченĕсем, ял халăхĕ хутшăннă. Митинга шкул директорĕ А.Кузьмин уçса салам сăмахĕ каланă, çавăн пекех пурне те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ И.Законов, райадминистрацин юридици пайĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Н.Борисова саламланă.

Информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем савăнăçлă концерт лартса панă. Çак кунах, кăшт каярах, уяв Çĕнĕ Кавал ялĕнче те иртнĕ.

Кавал ял тăрăхĕ. Тĕп уяв Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă монумент умĕнче иртнĕ. Митинга вăрçă инваличĕ, паллă поэт-композитор Г.Моклаков, вăрçăра вилнĕ салтакăн тăлăх арăмĕ Е.Кузнецова, тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, ял халăхĕ хутшăннă. Аслă Çĕнтерÿпе пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ М.Табакова, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова, шкул директорĕн заместителĕ Н.Софронов саламланă. Шкулти музыка учителĕ В.Табаков ертсе пынипе шкул ачисем концерт лартса панă.

Чаплă лару-тăрура ветерансене парнесем парса чыс тунă, палăк умне чĕрĕ чечексем хунă. Уява ветерансене сĕтел хушшинче вĕри чейпе сăйланипе вĕçленнĕ.

Пысăк Енккасси ял тăрăхĕ. Çак мероприятие ялти шкулпа пĕрле çÿлти шайра йĕркелесе ирттерме пултарчĕç. Кунта ял пуçлăхĕн тÿпи çав тери пысăк. Вăрçă участникне С.Сорокина чысларĕç. Çăмăл пулман унăн çак вăхăтри кун-çулĕ. Вăрçă чарăнсан та часах киле, кĕтнĕ çĕре, чун туртнă, тунсăхланă çĕре часах çаврăнса çитеймен. Унăн кăкăрĕ çинче нумай медальсем йăлтăртатаççĕ. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, шкул директорĕ Г.Архипова алă тытса саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç ăна. Пире, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене те асăнмасăр хăвармарĕç. Ырă сăмахсем каласа сывлăх сунчĕç. Ятарласа килнĕ К.Никитинпа М.Пуклаков палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Çавăн пекех шкул, ял администрацинчен тата вăрçă ачисенчен те кăшăлсем пулчĕç. Кунта шкул дирекцине, учительсене, шкул ачисене уйрăммăн асăнса хăварни вырăнлă. Шкул ачисем хăйсене чăн-чăн салтаксем пек кăтартма пултарчĕç. Апла пулсан вĕсене шанма пулĕ. Эпир те вĕсене тав сăмахĕ калатпăр. Вĕренÿре те, ĕçре те çитĕнÿ сунатпăр. Уйрăм çынсем тухса калаçни те кăмăла кайрĕ. Сăмахран, Нина Никоноровăпа Алина Никонорова хĕрÿллĕн калаçрĕç. Вĕсенчен парнесем те пулчĕç.

Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене, вăрçă участникне С.Сорокина сĕтел хушшине чĕнчĕç. Кунта тепĕр хут саламларĕç. Ăшă та ырă сăмахсем каларĕç. «Катюша» юрра та юрларăмăр. Н.Никонорова сăвă вуласа пачĕ.

Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем.

Çавăн пекех Çĕнтерÿ кунне халалласа ялти библиотекăра тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. «Манăçми çулсем. Манăçми çынсем» куравра вăрçăпа çыхăннă архив материалĕсемпе, кĕнеке-журналсемпе паллашма пулнă. «Истори портречĕсем. Вăрçă паттăрĕсем» урок ирттернĕ. Çак урокра Чăвашран тухнă, Салтак Мухтавĕ орденăн пур тулли кавалерĕ çинчен тĕплĕн пĕлме пулнă. Тĕп вырăнта вара, Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ П.Порфирьев паттăр пулнă. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» электронлă презентаци вăрçă вăхăтĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарнă.

Кивĕ Шулхан. Ялта пурăнакансем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 68 çул çитнине халалланă митинга ирттерме Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк патне пухăннă. Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне палăртса ветерансемпе тыл ĕçченĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров, райадминистрацин юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов саламланă. Библиотека ĕçченĕсемпе шкул ачисем «Пире пĕртен-пĕр çĕнтерÿ кирлĕ» литература композицийĕ хатĕрленĕ. Тыл ветеранĕсем вăрçă çулĕсене аса илнине те пурте шухăша кайса итленĕ. Ялта халĕ пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ Н.Михайлова пурăнать. Ăна А.Егоров, Л.Степанов тата Е.Селихова библиотекарь килне пырса саламланă.

Шăплат. Майăн 8-мĕшĕнче ялта «Çĕнтерÿ салючĕ» митинг ирттернĕ. Унта вăрçă ветеранĕ, тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, ял çыннисем хутшăннă. Аслă ăрурисем хыçа юлнă хаяр, нушаллă вăрçă çулĕсене аса илнĕ. Çак калаçу пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика