17 мая 2013 г.

Пенза облаçĕнчи Константиновка ялĕ çывăхĕнче транспорт хатĕрĕсем çапăннăран хăрушă авари пулнине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Микроавтобусри 19 çынран вуннăшĕ вырăнтах вилнĕ, тăххăрăшĕ аманнă. Вĕсем пурте - Чăваш Енрен.
Майăн 14-мĕшĕнче 9 сехет те 15 минутра Чăваш Республикинчи Кризис лару-тăрăвĕн управленийĕн центрне Пенза облаçĕнчи Кризис лару-тăрăвĕн управленийĕн аслă оперативлă дежурнăйĕнчен федерацин 1Р-209 автоçулĕ çинче инкек пулни, аварире «Фольксваген-Транспортер» микроавтобус, груз турттаракан çурма прицеплă «Фредлайнер» автомобиль, «Шевроле-Лачетти» çăмăл автомашина çапăнни çинчен информаци çитнĕ. Микроавтобусра инкек тÿснисем - 19 çын, вĕсенчен 10-шĕ вилнĕ, 9-шĕ сусăрланнă. Сочи хулинче ĕçленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Шел те, тĕрĕс-тĕкел çитеймен. Сусăрланнисене Пензăри васкавлă медицина пулăшăвĕн клиника больницине илсе кайнă.
ГИБДД ĕçченĕсем малтанласа палăртнă тăрăх, инкек сăлтавĕ - водитель çывăрса кайни. Микроавтобусра пулнă пассажирсем, больницăна лекнĕскерсем, 30 çултискер руль умĕнче нумай вăхăт ларнине, канманнине çирĕплетнĕ. Пассажирсем те хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнман.
Майăн 14-мĕшĕнче 21 сехетре Вăрмар районĕнчен 29 çын - хăрушă аварире пурнăçран уйрăлнисемпе суранланнисен тăванĕ-хурăнташĕ - ЧР Транспорт министерствин автобусĕпе, ГИБДД экипажĕпе пĕрле, çула тухнă. Инкек вырăнне вĕсемпе пĕрле 5 врач (республика психиатри больницин тата Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн психотерапевчĕсемпе психологĕсем), ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ А.Медюков, судмедицина тĕп эксперчĕ И.Малов, Вăрмар район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Ефимов кайнă. Пензăра Чăваш Енрен килекенсем валли малтанах вырăнсем хатĕрленĕ - вĕсене Володарский ячĕллĕ санаторие вырнаçтарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Пенза облаçĕнче пулнă инкекре вилнисен тăванĕсемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтернĕ. Шар курнисен çывăх çыннисемпе пĕрле куляннине палăртакан телеграммăсем республика Пуçлăхĕ ячĕпе майăн 14-мĕшĕнчех килме пуçланă: Россотрудничество ертÿçинчен К.Косачевран, Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕнчен А.Аршиновăран, Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕнчен В.Бочкаревран.
Майăн 16-мĕшĕнче, ирхине 6 сехет тĕлĕнче, аварире вилнисен ÿчĕсене тăван ене илсе çитерчĕç, çак кунах Вăрмар хула, Пысăк Енккасси, Аслă Чак, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи тăван çĕр çинче канлĕх тупрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"